АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитет пурне те вырăн...

15 декабря 2011 г.

Чăваш çĕршывĕ пысăках мар, анчах ун тăрăх 2 пин ытла юхан шыв юхса иртет. Пурте тенĕ пекех вĕсем Атăл енне туртăнаççĕ, вĕсенчен пĕри - Кĕтне.

Çак юхан шыв хĕрринче ÿссе çитĕннĕренех ĕнтĕ Г.Матвеев хăйĕн сăввисен пуххине «Юхать Кĕтне» ят панă. Сăвăсемпе хайлавсем çырма асăннă юхан шыв хĕтĕртнĕ те пуль, ахальтен мар çак йĕркесем çуралнă сăвăçăн:

Юхать Кĕтне, юрлать, чупать -

Тăвай, Вăрмар - хитре тĕнче.

Мăрат сăртне çуса шывпа

Тутар енче çĕтет инçе.

Тĕрлĕ наци çыннисем пĕрле, вăрçмасăр, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнмалла тетпĕр. Пирĕн тăрăхра халăхсем хушшинчи хирĕçÿ пачах пулман. Малашне те пулмĕ, мĕншĕн тесен эпир пĕр тĕве çыхăннă. Кĕнекери иккĕмĕш сăвă «Чăваш çĕршывĕ» ятлă. Кашни йĕркинче ялта ÿснисен ачалăхĕ, ял илемĕ куç умне тухса тăрать:

Ирхи сывлăмпа вăранса сарă кайăк

Юрлать мухтаса вăл Чăваш çĕршывне.

Хĕвелĕ мăнаçлă шуса иртнĕ майăн

Чĕртет çĕн вăйпа вăрманпа çĕр-шывне.

Тикаш-Вăрмар-Шупашкар - вĕсем пурте пĕрле çыхăннă çак кĕнекере:

Кам юратать хула шавне -

Чăн пурнăç уншăн тĕп хула.

Кама шăп пурнăç ыр парне -

Вăл кăмăллать инçе яла.

Чăн та яла ытларах юратать автор. Кунта пурăнакансене, унăн сум-ятне çĕклекенсене халалласа çырнă «Эсĕ лайăх учитель», «Професси тĕрлĕ те пуян», «Ял ĕçченĕ», «Мотор сасси чĕнет, шофер» сăвăсем мĕне тăраççĕ. Вăрçă теми те кĕнеке витĕр тухать. Чăваш Енре пурăнакансен кашни çемйи Аслă Отечествăлла вăрçă нушине тÿснĕ. Çавăнпа та çак йĕркесем витĕмлĕн янăраççĕ:

Пуçа таятпăр, нихçан манмастпăр,

Сире, çапăçса вилнĕ салтаксем

Пуçа таятпăр, тав сăмах калатпăр -

Ветерансем, сире хисеплесе.

Кашни кĕнеке лăпкă йĕркесемпе вĕçленессе кĕтес килет. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ:

Кăвак та шурă, хĕрлĕ те кĕрен,

Хитре çунаççĕ сарă чечексем.

Çитет пурне те вырăн пÿлĕмре,

Кашнин пур тарăн вăрттăн вăй-илем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика