15 декабря 2011 г.
РФ Президенчĕ Д.Медведев 2012 çула Раççейре «Германи çулталăкĕ» тесе пĕлтернĕ. Чăваш Ен ку енĕпе маларах пырать темелле. 2011 çулхи апрель уйăхĕнче Германири Интернационалла Союз тата Шупашкарти «Вĕрентÿ аталанăвĕн тата мониторингĕн центрĕ» автономиллĕ учреждени пĕрле тачă çыхăнура ĕçлеме килĕшÿ тунă.
Асăннă килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ - икĕ çĕршыв хушшинче вĕрентÿ, экономика, культура, проект ыйтăвĕсемпе ĕçлесси, специалистсемпе ертсе пыракан пуçлăхсен квалификацине ÿстересси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси. Çавна май республикăри химипе биологи предмечĕсене вĕрентекенсен ушкăнĕ кĕрхи каникул вăхăтĕнче Германире пулса курчĕç. Вĕсем Йена хулинче стажировкăра пулчĕç. Вĕсен хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти биологипе хими вĕрентекенĕ Клавдия Анатольевна Николаева та пулнă. Вăл асăннă çул çÿрев пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ. Вĕсем чи малтанах Германири вĕрентÿ системипе тĕплĕн паллашнă: вĕсенчи шкулсенче пулса курнă, уçă уроксем итленĕ. Клавдия Анатольевна палăртнă тăрăх, тĕрлĕ çĕршывсенчи педагогсен çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парассипе çыхăннă ыйтусем пĕрешкел темелле. Вĕрентекенсен квалификацине ÿстерес тĕллевпе биологи предметне вĕрентекенсем Йенăри ботаника садĕнче, Эрфуртри зоопаркра пулса курнă.
«Ботаника садĕнче хитрелĕхĕпе куçа илĕртекен ÿсен-тăрансем, пуян коллекциллĕ орхидейăсем, кактуссем тата ытти те асăмра юлчĕ. Анчах та чи тĕлĕнтерекенни вара - пур çĕрте те тасалăх, йĕркелĕх хуçаланни пуриншĕн те асра тытмалăх пулчĕ. Кунти хуласенче пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Урамсенче чечексем ешереççĕ, çыннисем те кăмăллăн калаçаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан пирĕн нимĕçсенчен вĕренмелли чылай», - терĕ К.Николаева Стажировкăра пулнă май, нимĕç халăхĕн культурипе те паллашма тÿр килнĕ вĕсене. Çавна май Европăн культура центрне Веймара, Эрфурта, Лейпцига çитсе курнă.