АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте лармаççĕ

02 декабря 2011 г.

Вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри - шкул çулне çитменнисем валли ача сачĕсенче вырăнсем çителĕксĕр пулни. Ку енĕпе ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа районта чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче кăçал икĕ ушкăн уçăлчĕ.

Ача садĕнче проект тăрăх 6 ушкăн пулмалла, анчах та виççĕ кăна ĕçленĕ. Ытти пÿлĕмсенче çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр вырнаçнă пулнă. Вăл Аслă Чак ялне куçсан унта юсав ĕçĕсем тума тытăнтăмăр: канализаци пăрăхĕсене улăштартăмăр, урайсене çĕнетрĕмĕр, çывăрмалли тата вылямалли пÿлĕмсен стенисене сăрларăмăр. Халĕ кунта ăшă та илемлĕ, ачасен тавра курăмне аталантармалли условисем пурте пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2010 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 875 "-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн 3-4 çулхи ачасем валли хушма ушкăн уçма йышăннă, вăл çулталăк пуçламăшĕнче ĕçлеме пуçларĕ, паянхи кун унта 20 ача çÿрет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче, пирĕн ача садĕнче 1-2 çулхисем валли ушкăн уçма, черетлĕ йышăну кăларчĕ. Чи пĕчĕккисене октябрĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçларăмăр. Унта 15 шăпăрлан хаваспах çÿрет. Çĕнĕ ушкăнсенче Н.Васильева, Н.Спиридонова тата Е.Сергеева воспитательсем, Н.Васильева тата Т.Никитина воспитательсене пулăшакансем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра «Теремок» ача садĕнче 81 ача. Унччен ялта шкул çулне çитмен ачасем валли вырăн çителĕксĕрччĕ. 2011 çул тĕлне 1,5-4 çула çитнĕ 35 ача черетре тăнă, паянхи кун вĕсем пурте ача садне çÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика