02 декабря 2011 г.
Кăçал РФ вĕрентÿ тытăмне аталантарма 20 млрд тенкĕ уйăрнă. Паян пулса пыракан улшăнусем пирĕн çĕршывра темиçе вунă çуллăх хушшинче те пулман. Экономикăн çĕнĕ условийĕсенче вĕрентÿ системи мĕнле аталанса пырать-ха; Çакăн çинчен ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов каласа парать.
- Владимир Николаевич, пирĕн республика вĕрентÿ тытăмне модернизацилес енĕпе чи малтан ĕçлеме тытăннă. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытас, вĕрентÿ учрежденийĕсен сетьне оптимизацилес, шкулсенче профильпе, пуçламăш классенче тĕн культурин никĕсне вĕрентес енĕпе пуçарулăх кăтартнă. Халĕ мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?
- Пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилес тĕллевпе ятарлă программа ĕçлет. Программа вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстерме, çамрăк специалистсене шкула илĕртме, пурлăхпа техника базине пуянлатма, ачасене паха пĕлÿ илме лайăх условисем туса пама тата учительсемпе директорсен квалификацине ÿстерме майсем туса парать. Шкулсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси малалла пырать. Учитель кунĕ тĕлне 34 шкул çĕнĕ автобуссемпе пуянланчĕç, пурĕ кăçал республикăна 64 автобус килмелле. Çитес вăхăтра пуçламăш классене вĕрентекен учительсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе (700 ытла) тивĕçтерме палăртнă. Унта компьютер, экранпа проектор, сканер, принтер, ксерокс пулаççĕ. Хальхи çĕнĕ компьютер техникипе тĕп шкулсене те тивĕçтереççĕ, шкулти библиотека фондне те çĕнĕ литературăпа пуянлатаççĕ.
- Çакăн пек техникăпа тивĕçтерни ачасен вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшать-и?
- Улшăнусем пурри куçкĕрет. Хальхи вăхăтра шкул ачисен 92,3 проценчĕ ку чухнехи условисенче вĕренсе пахалăхлă пĕлÿ пухать. Çакна шкултан вĕренсе тухакансем пĕрлĕхлĕ экзаменсене ăнăçлă тытни те, Чăваш Ен ачисем олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерни те лайăх çирĕплетет.
Шкул çулне çитмен ачасене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хальхи вăхăтра республикăра 1-6 çулхи 80,4 пин ача пурăнать, вĕсенчен 55 пин ача пуçламăш пĕлÿ илет.
ЧР пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилес программăна пурнăçлама кăçал 408 млн тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен ĕç укçине пысăклатма - 134 млн тенкĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç укçи 30 процент таран ÿснĕ. Вăл Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçинчен ытларах - 13900 тенкĕ. Учительсен шалăвне кăна мар, ача садĕнче ĕçлекенсенне те ÿстернĕ. «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене 700 педагог тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть М.Игнатьев Президент республика конкурсĕсенче палăрнă педагогсене укçа-тенкĕпе хавхалантармалли çинчен калакан Указа алă пуснă: «Чăваш Енри çулталăк учителĕ» конкурс çĕнтерÿçине - 150, «Çулталăк воспитательне» - 100, «Чи пултаруллă класс ертÿçисене» - 50 пин тенкĕ парĕç.
- Владимир Николаевич, шкул çулне çитмен 1,5-3 çулсенчи ачасем пурте ача сачĕсене çÿремеççĕ. Вĕсене пĕлÿ (хăнăхтару) парассине мĕнле йĕркеленĕ?
ЧР Президенчĕ хушнипе ку тĕлĕшпе темиçе меслетпе усă куратпăр. 2011-2014 çулсенче 24 ача сачĕ тата вĕсем çумне хушса 4 çурт тумалла. 20 ача сачĕн çуртне çĕнетмелле, ку вара 2890 ачана вырăнсемпе тивĕçтерме май парать. Правительство йышăнăвне пурнăçлама палăртнă ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăрасса шансах тăратăп.
Тепĕр çул-йĕр вăл - шкулсенче чи кĕçĕннисем валли ятарлă ушкăнсем йĕркелесси. Çак ушкăнсенче пĕрремĕш класа кайма хатĕрленеççĕ вĕсем.
Эпир çавăн пекех килсенчи (çемьесенчи) ача сачĕсене ытларах уçма шутлатпăр. Хальхи вăхăтра республикăра 11 çемье, 2 килти ача сачĕ ĕçлет.
- Республикăра вĕрентÿ системин модернизацийĕ пынă вăхăтра Вăрмар районĕнче вĕрентÿ тытăмĕ мĕнле аталанать?
- Районти учительсемпе шкул ачисем тĕрлĕ шайри конкурссенче, инноваци проекчĕсенче, олимпиадăсенче хутшăнаççĕ. Икĕ çул хушшинче республикăри олимпиадăсенче малти вырăна тухакансем нумайланнă: 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче - 7, 2010-2011 - 15. Кăçал математикăпа иртнĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вăтам балл 52,42 пулнă, вырăс чĕлхипе - 66,54. Районти шкулсенче 320 педагог ĕçлет, вĕсенчен 16,5 проценчĕ аслă категориллĕ, 1-мĕш категориллисем - 59,7 процент, 2-мĕш категориллисем - 7,5. «Сусăр ачасене дистанционлă майпа вĕрентесси» проектпа килĕшÿллĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене 12 комплект компьютер оборудованийĕ çитнĕ. Аякри ялсенчен ачасене турттарма13 шкул автобусĕ пур, вĕсемпе 39 ялтан 449 ачана кайса илсе килĕсене леçеççĕ. 2010-2011 çулсенче района 3 шкул автобусĕ панă. 2008 çулта Пысăк Енккассинче çĕнĕ шкул хута кайнă пулсан, тепĕр çул Пинер ялĕнче шкул тума пуçламалла. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ача сачĕсене çÿремен 410 ача черетре тăрать. Ыйтăва татса парас тĕллевпе Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче юсав ĕçĕсем тунă хыççăн 20 ача валли ушкăн уçнă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем çумĕнче 2 ушкăн йĕркеленĕ. Çитес çулсенче Кивĕ Вăрмарта унччен ача сачĕ пулнă çурта юсаса çĕнетмелле, унта 90 ача валли вырăн пулĕ. Вăрмар поселокĕнче вара çĕнĕ ача сачĕ хăпартма палăртнă.