АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăрса пама васкăр!

02 декабря 2011 г.

Районти тĕп библиотекăна поселокри çынсем йышлăн çÿреççĕ, мĕншĕн тесен 40 пине яхăн тĕрлĕрен литература сĕнме пултаратпăр. Паянхи куна библиотекăна 4 пине яхăн вулакан çÿрет. Анчах та хăш-пĕр вулакансем кунта пĕрре килеççĕ те хăйсем кĕнеке илнине мансах каяççĕ, темиçе çул хушши килте тытса усраççĕ. Кун пек вулакансем патне телефонпа та шăнкăравлатпăр, аса илтеретпĕр, анчах вĕсен йышĕ чакасшăн мар. Çак йĕркесене вуласа тухнă хыççăн кашниех хăвăр килти кĕнекесене пăхса илĕр-ха, библиотека штампĕпе кĕнекесем çук-и; Тен, хăвăр, сирĕн çывăх çынсем, тен сирĕн шкул вĕренсе пĕтернĕ хулана тухса кайнă ачасем кĕнекесене пире тавăрса пама манман-и; Библиотека тĕлне манса кайнă пулсан, аса илтерĕр. Эпир Вăрмар поселокĕнче Мир урамĕнчи 8 çуртра вырнаçнă. Декабрьте кĕнекесене каялла тавăрса памалли уйăхлăх иртет. Ку уйăхлăха вулакансем активлă хутшăнаса шанатпăр!

Эпир, библиотека ĕçченĕсем, кашни вулакана хапăл туса кĕтетпĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика