АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсем сая каймаççĕ, манăçа тухмаççĕ

02 декабря 2011 г.

Ĕненетĕр-и, тĕрлĕ сăлтава пула инвалида тухнисем сывă та вăй питти çынсенчен те чунпа вăйлăрах, çирĕпрех. Ĕмĕчĕсем те çутăрах. Унашкаллисем пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнаççĕ, ыттисене те савăнтарма пĕлеççĕ. «Эпĕ - сусăр», - тесе килте пусăрăнса лармаççĕ, халăхпа пулма тăрăшаççĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти центрĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕнче вăй хуракансем ватă çынсене, инвалидсене социаллă пулăшу, реабилитаци пулăшăвĕ, хÿтлĕх парассипе, вĕсен канлĕхне май пур таран упрассипе тăрăшаççĕ.

2011 çултан пуçласа пирĕн васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм инвалидсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Инвалидсене реабилитаци тата протез таварĕсемпе сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви урлă тивĕçтерме пуçланă. Çак реабилитаци таварĕсемпе, тĕслĕхрен, памперссемпе (ачасене) - 10, (аслисене) - 72, калоприемниксемпе - 3, кресло-коляскăсемпе - 32, кипкесемпе - 24, санитарлă пукансемпе - 9, хăлха аппарачĕпе - 7 инвалид çынна тивĕçтернĕ.

Протез таварĕ илме направлени 41 инвалида çырса панă. Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли çурта 4 инвалида вырнаçтарнă.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне ирттерме предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем таварсемпе тата укçан тĕрлĕ пулăшу панă.

Сире пурне те ырлăх-сывлăх, ĕçĕрсем çăмăл мар пулсан та, йывăрлăхсене çĕнтерме, тулăх пурнăç, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма сунатпăр. Малалла та пирĕн сирĕнпе пĕр-пĕрне ăнланса тачă çыхăну тытса пырасса шансах тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика