02 декабря 2011 г.
Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев «Пĕтĕмпех çыншăн тата çын валли» Çырăвĕнче управляющи компанисен ĕç-хĕлне уçă тумалли условисем йĕркелемелли тĕллев лартнă. Унсăр пуçне çурт-йĕре тытса тăмалли тата юсамалли тăкак виçисене сăлтавсăр ÿстермелле марри çинчен асăрхаттарнă. Мĕнлерех ĕçлеççĕ республикăри управляющи компанисем;
Чăваш Енĕн Пурăнмалли çурт-йĕрĕн патшалăх инспекцийĕн специалисчĕсем прокуратура органĕсемпе пĕрле мĕн пур 130 управляющи компание тĕрĕсленĕ.
Должноçри 152 çынна, юридици вăйĕнчи 45 тытăма административлă майпа явап тыттарнă, 937 предписани çырнă. Çавăн пекех «тÿрĕ кăмăллă мар» 32 организаци ĕç-хĕлне те тĕпченĕ. Тăвай районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрассипе çыхăннă ĕçе пăрахнă «Тăвай районĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управляющи компанийĕ» тата «Стандарт» управляющи компани» ОООсенче саккуна пăснине тупса палăртнă. Пĕрремĕш тĕслĕхре çурт-йĕре тытса тăмалли тата юсамалли тарифсенче пăхнă тăкак виçисене уяманнине пула 1 млн та 172 пин тенке сăлтавсăр тăкакланă. «Стандарт» управляющи компанин çавнашкал ĕç-хĕлĕ те сăлтавсăр 314 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Унсăр пуçне организаци çурт-йĕре тытса тăмалли тарифа ытлашшипе ÿстерсе çирĕплетнĕ, çавна май ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн 262 пин тенкĕ ытлашши шутласа панă. Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă общество хулари çуррине яхăн çуртсене пăхса тăрать. Прокуратура çак общество граждансем ăшăшăн тÿлекен укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ мар усă курнине тупса палăртнă. Çавна май энергипе тивĕçтерекен «Коммунальные технологии» тулли мар яваплă общество коммуналлă пулăшу панăшăн 78 млн тенкĕ илсе çитереймен. Прокуратура тĕрĕслевĕ тăрăх, «Новэк» пуçлăхĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçламан ертсе пыракан компанисене, «укçана айккине илсе каякансене» вăхăтра республикăна ертсе пыракансем, «ĕнсерен» ярса илме, вĕсен ури айĕнче «çĕр çунса тăрĕ» тесе хăратнă. Каярахпа çакă палăрнă: РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков «Новэк» ертÿçи ыйтнипе депутат запросĕ çырнă. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев çак ыйту тавра политикăн позицийĕ инкек тÿснĕ çынсене хÿтĕлес вырăнне ертсе пыракан компани пуçлăхĕсем майлă пулни ăнланмаллах марри пирки пĕлтернĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра республика прокуратурин тата право хуралĕн органĕсем тĕрĕслевсем ирттереççĕ. 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх саккуна пăснă 1251 тĕслĕхе шута илнĕ, 593 представлени çырнă, суда 120 тавăç тăратнă, 134 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 122 асăрхаттару хатĕрленĕ. Право хуралĕн органĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулнă ертÿçисем тĕлĕшпе 5 уголовлă ĕç пуçарнă.