29 ноября 2011 г.
Энтриялĕнчи вулавăш çуртне тăхăр çул хушши ĕнтĕ илемлĕ те типтерлĕ, сăпайлă та вăтанчăк, пултаруллă та тăрăшуллă хĕрача Кристина Николаева çÿрет. Пĕрремĕш класранах кĕнекесемпе туслă вăл. Кристина кĕнекесене вуласа тухсан яланах анлă тишкерме, кĕнекери сăнарсем çинчен каласа пама юратать. Типтерлĕ хĕрачан аллинче кĕнекесем яланах таса.
Кристина Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Ку класс кадетсен класĕ. Кĕнекесемпе туслă пулни хĕрачана вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма питĕ пулăшать. Кашни урок валли хатĕрленмелли нумай пулин те, илемлĕ литературăна вулама та вăхăт тупать. Кристина детективсене ытларах килĕштерет. Е.Вильмонт, Д.Донцова, М.Серова, Т.Степанова писательсен кĕнекисене мăйăра шĕкĕлченĕ пек шĕкĕлчет вăл. «Д.Донцова çĕр ытла кĕнеке кăларнă. Эпĕ нумайăшне вуланă, çĕрĕшне те вуласа тухма ĕмĕтленетĕп», - тесе калаçать хĕрача. Библиотекăна килекен çĕнĕ кĕнекесемпе яланах паллашать, тĕрлĕ словарьсене, вĕренÿре пулăшакан пособисене тишкерет. Кристинан кĕнеке формулярне тытса пăхсан, тÿрех ăнланма пулать: çак хĕрача ăслă-тăнлă, унăн малашлăхĕ анлă, пысăк.