АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ухсай пултарулăхĕ пирĕн кăмăла ĕмĕрĕпех çĕклĕ

29 ноября 2011 г.

Чăвашсен чаплă та мухтавлă ывăл-хĕрĕ сахал мар. Маттур çамрăксем хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе, ыр кăмăлĕпе чăваш ятне тĕнче шайне çĕклеççĕ, ыттисене те пысăк ÿсĕм тума хавхалантараççĕ. Çавăн пек тĕнче шайне тухнă çыравçăсенчен пĕри вăл - Яков Гаврилович Ухсай. Кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак уйăхрах «Кĕлпук мучи» кĕнеки тухнăранпа 60 çул çитет.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ÿссе пыракан ăрăва тăван халăхăн паллă çыннисемпе, вĕсен сумлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллеве тимлеççĕ. Паллă çыравçăсемпе мухтанса ачасен мăнаçлă туйăмне çĕклесси, чăвашлăха аталантарасси, çамрăксен тавра курăмне пуянлатасси, ĕçе юратма, тирпейлĕ, кăмăлпа тума, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси - вĕсен пĕрремĕш тивĕçĕ.

Çакна тĕпе хурса Кавал шкулĕнче те Ухсай Яккăвне халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Аслă класра вĕренекенсем «Çĕр чĕлхи поэчĕ» ятлă литература каçĕ, вăтам класс ачисен хушшинче «Савăнăçлипе тавçăруллисем» ăмăртăвĕ иртрĕ. Ачасем Ухсай пурнăçĕпе тата унăн хайлавĕсемпе тарăннăн паллашрĕç. «Тĕнчипе пĕлеççĕ чăваша» ятлă презентаци конкурсĕ ирттерме хатĕрленетпĕр. Ухсай Яккăвне асăнса стена хаçачĕ кăларнă, кроссворд хатĕрленĕ. Çакна хатĕрлес ĕçре 8 класра вĕренекен Ангелина Ивановапа Настя Кудрявцеван тÿпи пысăк. Çавăн пекех пирĕн шкул ачисем районта иртекен «Чĕрĕлÿ хунавĕ» конкурса хутшăнчĕç.

Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Авакова тăрăшнипе ачасем республика шайĕнче иртекен «Чăваш кĕсли» интернет олимпиадăра хутшăнса малти вырăнсене тухма тивĕç пулчĕç. Çак пултаруллă ачасен шутне 8 класра вĕренекен Люба Григорьева, 9 класра вĕренекен Арсений Горшков кĕреççĕ. Вĕсем республикăра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Районта та Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн шкулта чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекен Н.Авакова «Кĕлпук мучи» хайлавĕнчи халăх сăмахлăхĕпе йăли-йĕркин пĕлтерĕшĕ» ятлă тĕпчев ĕçĕ хÿтĕлерĕ, 2-мĕш вырăна тухрĕ. «Кĕлпук мучи» хайлаври халăх сăмахлăхĕпе йăли-йĕркине тупса палăртса вĕсен пурнăçри вырăнне тишкерсе тухасси, пирĕн шутпа, паянхи кунпа вырăнлă. Халăхăн йăли-йĕркипе сăмахлăхĕ çине тайăнса эпир ачасене пурнăçа вĕрентетпĕр. Кирек-мĕнле пурнăç та халăх сăмахлăхĕнче сăнарланнă.

Яков Гаврилович Ухсая халалланă мероприятисем малаллах пыраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика