АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç

29 ноября 2011 г.

Пысăк Енккасси шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ.

Амăшĕн кунне халалласа вĕренекенсем амăшĕсене ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Концерта ачасен хорĕ пуçларĕ, вĕсем В.Гаврилинăн «Мама» юррине юрларĕç. 5а класс хĕрĕсем «Моя мама лучшая на свете» композицине чун-чĕререн шăрантарчĕç. 3-4 класс ачисен хорĕ «Мамочка, любимая» юрăпа савăнтарчĕ. Илĕртÿллĕ тум тăхăннă 1 класс хастарĕсем Т.Кудряшова аслă вожатăй ертсе пынипе «Колобок» ташă кăтартрĕç. Юлашкинчен юрланă «Мама, первое слово» юрă вара уйрăмах амăшĕсен чунне тиврĕ. Çапларах чыслани ашшĕ-амăшĕшĕн ачасенчен пысăк парне пулчĕ. Малашне те çывăх çынсене илемлĕ концертпа савăнтарасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика