АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пурнăçĕ сан аллунта, водитель!

29 ноября 2011 г.

Кăçал чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче хăрушсăрлăх енĕпе лару-тăру уйрăмах йывăрланчĕ. Темиçе уйăх хушшинче чукун çул çинче водительсен айăпĕпе 95 инкек пулса иртрĕ, вĕсенчен 8-шĕ Горький чукун çулĕсем çинче.

Кăçалхи майăн 5-мĕшĕнче 17 сехетре Кувандык-Медногорск хушшинчи чукун çул урлă каçмалли вырăнта тиевлĕ МАЗ автомашина «Оренбург-Екатеринбург» маршрутпа пассажирсене турттаракан пуйăспа çапăннă. Автомашина юнашар çулпа пыракан тавар турттаракан пуйăс çине пырса тăрăннипе электровозпа вакунсем йăванса кайнă, 16 пассажир пульницăна лекнĕ.

Майăн 26-мĕшĕнче Якшанга станци çывăхĕнче асăрхаттару çутисем пур çĕртех «Лада» автомашина тавар турттаракан пуйăс çине пырса кĕнĕ, 12 вакун йăванса кайса çунма тытăннă. Автомашинăри пассажирсем - хĕрарăмпа ача - çавăнтах вилнĕ, водитель пульницăна лекнĕ.

Çав кунах Гремячая-Котельниково перегонра «КамАЗ» чукун çул çине кĕрсе кайнă та ăна пуйăс çапса хăварнă. Пуйăс хăвăрт чарăннă пулин те автомашинăна 56 метра çити сĕтĕрсе кайнă, вакунсем йăванса кайса çунма пуçланă.

Сентябрьте Черлан-Иртыш перегон çинче тавар турттаракан пуйăс ВАЗ-2109 автомашинăпа çапăннă. Автомашина хуçи, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер, светофор çутисене пăхмасăр чукун çул çине кĕрсе кайса ăна кĕпер çине çитиех сĕтĕрсе кайнă.

Чукун çул çинче пур инкек те автомашина хуçисен айăпĕпе пулса иртет, вĕсем çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ калаçусемпе вĕренÿсем ирттеретпĕр пулин те, инкексен йышĕ чакмасть. Çавăнпа та правилăсене тепĕр хут аса илтерес килет: чукун çул урлă палăртнă вырăнта çеç каçмалла, çул урлă каçас умĕн килекен пуйăс çуккине сăнамалла, çутă тата сасă сигналне пăхмалла. Водительсем! Эсир хăвăр çинчен кăна мар юнашар ларса пыракансем пирки шухăшлăр, вĕсен пурнăçĕ сирĕн аллăрта!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика