АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăнран та хаклă ылтăн туй

29 ноября 2011 г.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Нина Михайловнăпа Вячеслав Леонтьевич Морозовсем çемье чăмăртанăранпа çур ĕмĕр çитрĕ, аллă çул мăшăр кăвакарчăн евĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакансен çемйинче ăнланупа юрату хуçаланать.

Нина Михайловнăпа Вячеслав Леонтьевич 1960 çулта паллашнă. Нина Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Анна аппăшĕ патне Эçпеперен хăнана час-час çÿренĕ пулнă. Çав вăхăтра çамрăк каччă хитре хĕре куç хывнă, каярах курса калаçма хăюлăх çитернĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерекен мăшăр çÿресен-çÿресен пĕрлешме шут тытнă. Икĕ юратакан чĕре 1961 çулта туй туса ирттернĕ. Ун чух çамрăк хĕр Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта апат пĕçерекен пулса ĕçленĕ, 25 çулти каччă Вăрмарти автотранспорт колоннинче автоэлектрикре тăрăшнă. Нина Михайловна 36 çул ытла райпо системинче аслă поварта вăй хунă, Вячеслав Леонтьевич вара ĕмĕрĕпех автотранспорт сферинче ĕçленĕ. Паянхи кун та, 70-тен иртнĕ пулин те, вĕсем хăйсен юратнă ĕçне манмаççĕ. Нина Михайловна кашни эрнере ачисемпе мăнукĕсене кукăль-хуплупа хăналать, Вячеслав Леонтьевич та юсав ĕçĕпе аппаланма юратать: ыйтакансене яланах пулăшу пама васкать. Иккĕн кăна пулин те вĕсем картишĕнче выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Пĕр-пĕринпе яланах шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, вĕсем ялта сумлă та хисеплĕ çынсем.

Морозовсем виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Валерьян, 1962 çулта çуралнă, Чулхулари шыв техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕпе, Галинăпа, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ, Владимир, (1966ç.) Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ, мăшăрĕпе - Галинăпа пĕр хĕр ÿстереççĕ. Наталья - чи кĕçĕнни, вăл 1978 çулта çуралнă, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Мăшăрĕпе - Александрпа - ывăл çитĕнтереççĕ.

Иртнĕ кунсенче Морозовсен çемйисем районти мăшăрлану залне пуçтарăнчĕç, вĕсем ашшĕпе амăшне чаплă уявпа - ылтăн туй ячĕпе - саламларĕç. Юбилярсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова ăшă сăмахсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика