29 ноября 2011 г.
Чăваш Республикин хисеплĕ Президенчĕ, Михаил Васильевич Игнатьев!
Пире, ял çыннисене, эсир тĕрлĕ района тухса халăхпа тĕл пулса калаçма, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма вăхăт тупма пултарни тĕлĕнтерет.
Ял ĕçченĕсен чун-чĕре малашлăхне, совеç, юрату, патриотизм, çынсен «пурнăç йывăçне» - ратнисене пĕлме тăрăшни, халăхăн иртнĕ тапхăрти паттăр та мухтавлă ĕçĕсене паянхи кунпа танлаштарма пĕлни хаваслантарать.
Продукци туса кăларакан юхăнма пуçланă предприятисене çĕнĕрен чĕртсе тăратма пултарни, сăмахран, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тăрăшакан хуçалăхсене пулăшни: «Ядрин-молоко» тата «Вăрнарти аш-какай комбиначĕн» таварĕсем Чăваш Республикин пур районĕсен лавккисенче сутăнни, Шупашкар çумĕнчи бройлер чăххисене ĕрчетекен предприятие ĕçлеттерме тытăнни, ялти хресчене ĕне-выльăх усрама тÿлевсĕр укçа-тенкĕ парса пулăшни савăнтарать.
Ялта çурт-йĕр çавăракансене пулăшма, этемĕн сывă пурнăçне вăрăмлатас шухăшпа районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем уçас тесе, халăха таса шывпа, медицина пулăшăвне çÿлле шайра тивĕçтерес, вăрмансемпе парксене сыхласа хăварас тесе нумай тăрăшатăр. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене çĕр пин тенкĕ парса пулăшма йышăнни те - регион шайĕнчи çемьесене пысăк укçа - шкулсем хупăнассине чарса лартма тивĕç.
40 çул хушши ĕçленĕ хĕрарăмсемпе 45 çул тăрăшнă арçынсене «Ĕç ветеранĕ» ят пани те пĕлтерĕшлĕ. Ун пеккисем Чăваш Республикинче 26 пин çын ытла. Ку вăл - пенси çумне уйăхсерен тÿленекен хушма 980 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн 50 проценчĕ çăмăллăх пулĕ. Ку, паллах, халăха савăнтарать.
Паянхи кун республика ертÿçисен курăмлă пулăшăвне туйнă май, ялти халăх çурт-йĕре кирпĕчрен купалани, ял пуласлăхĕ лайăхланни, çамрăксем ялтан тухса каяссине чакарма пулăшать. Халĕ хулара пурăнакан ачасем ялти ашшĕ-амăшĕ пурăннă çуртсене çĕнетсе тирпей-илем кÿме пуçларĕç.
Президентăн кашни утăмĕ - чăн та çын валли тата çыншăн. Эпир паян çакна туятпăр.
Вăрçăра çухалнă е аманса таврăннă хыççăн килте вилнĕ аттесенчен пулăшусăр юлнă 1933-45 çулсенче çуралнă ачисене те республика пулăшу паракан тыл ĕçченĕсен шутне кĕртме тăрăшатăр пулĕ тетпĕр.
Эпир хамăр енчен эсир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшăпăр.
Çапла пултăрччĕ!