29 ноября 2011 г.
Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккунĕ тухнă хыççăн нумайрах та нумайрах çемье çакăнпа усă курма тăрăшать. Çак саккун пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе çыхăннă ыйтусем çине Республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина хуравлать.
- Светлана Александровна, республикăра нумай ачаллă миçе çемье çĕр участокĕ илме учета тăнă?
- Паянхи кун тĕлне 1288 çемьене учета илнĕ. Ытларахăшĕ Шупашкар - 581 (45 процент), Çĕнĕ Шупашкар - 112 (9 процент) хулисенчен. Шупашкар районĕнче çĕр пайĕ илес текенсем те йышлă - 133 çемье (10 процент). Çав шутра çурт тума 682, уйрăм хуçалăх тытса пыма 417, дача тума 189 çемье заявлени тăратнă.
- Вĕсем валли мĕн чухлĕ çĕр участокĕ хатĕрлесе çитернĕ-ши?
- Паянхи кун тĕлне патшалăх кадастр учетне 666 çĕр пайне тăратнă.
- Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес енĕпе хуласенче йывăрлăхсем пур. Çак лару-тăруран вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле тухаççĕ-ши?
- Йывăрлăх пур. Ку, пĕтĕмĕшле илсен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе çыхăннă. Ыйтăва татса парас тесе асăннă хула тăрăхĕн администрацийĕсем çывăхри ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе саккун палăртнă тăрăх калаçса татăлса ăна татса пама тăрăшаççĕ.
- Паянхи кун тĕлне республикăра нумай ачаллă миçе çемьене çĕр лаптăкĕ илме сертификат панă?
- Паянхи кун тĕлне хула тата ял тăрăхĕсем яланлăх усă курма 322 çемьене сертификат панă. Уйăрнă пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 42,0 гектарпа танлашать. Çав шутра 152 çемье пурăнмалли çурт-йĕр тума илнĕ, 148-шĕ - уйрăм кил хуçалăхĕ йĕркелеме, 22 çемье - дача хуçалăхĕ тытса пыма.
- Светлана Александровна, пирĕн республикăра федерацин ытти субъекчĕсемпе танлаштарсан çак енĕпе лару-тăру мĕнлерех? Пур регионта та çак ĕç пурнăçланса пырать-и?
- Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн 51 субъектĕнче право докуменчĕсем хатĕрленĕ. 2011 çулта 2319 нумай ачаллă çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ, 785-шĕ - Федерацин Атăлçи округĕнче. Кăçал уйăрнă çĕр лаптăкĕсен 10 проценчĕ (Раççей Федерацийĕпе) Чăваш Ене тивет, Федерацин Атăлçи округĕпе илес пулсассăн - 29 процент.
- Юлашкинчен çакна ыйтас килет: Вăрмар районĕнче çак кăтарту мĕнлерех-ши?
- Асăннă районта нумай ачаллă 273 çемье пурăнать. Çĕр лаптăкĕсем илме 36 çемьене учета тăратнă, 5 çемьене сертификат панă та. 7 çĕр участокĕпе документсем хатĕрленĕ. Çак ĕç малаллах пырать, çитес вăхăтра асăннă категорири çемьесем çĕрлĕ пулĕç.