29 ноября 2011 г.
ЧР Патшалăх Канашне тата РФ Патшалăх Думине депутатсем суйличчен шутлă кунсем юлчĕç. Декабрĕн 4-мĕш кунĕнче иртекенскерсене суйлав участокĕсем мĕнле хатĕрленнĕ-ши; Çакăн пирки Вăрмар территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Кузьмина каласа парать.
Пирĕн районта пурĕ 42 суйлав участокĕ йĕркеленĕ, палăртнă вăхăтра вĕсен йышне йĕркеленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн участокри суйлав комиссийĕн тытăмĕнче палăртнă хисепрен иккĕ виççĕмĕш пайĕ чухлĕ йыш пулсан вăл ĕçлеме пултарать. Участоксене кирлĕ мĕн пур техникăпа, çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Суйлав кунĕнче кашни участокрах шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем дежурствăра пулĕç. Ирĕклĕ сасăлав (открепительнăй) удостоверенисене парассине те йĕркеленĕ. Аса илтеретĕп - вĕсене октябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа пама пуçланă. Декабрĕн 3-мĕшĕнче пама пăрахатпăр. Суйлавччен шутлă кунсем юлнă май пурне те активлă пулса хăйсен гражданла тивĕçе пурнăçлама - суйлава хутшăнма - чĕнсе каласшăн.
Çĕршыв малашлăхĕ хамăртан килнине ан манăр, паспорт илсе декабрĕн 4-мĕшĕнче суйлав участокĕсене пырса хăвăрăн шухăшăра палăртăр. Çак суйлавран юлма юрамасть пирĕн. Айккинче тăрса юлсассăн пурнăç урапинчен те ÿксе юлма пулĕ. Халăхра вара «Çынран юличчен, мулран юл», - тесе ахальтен каламан.