25 ноября 2011 г.
Республикăра ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне мĕн пур çăл куçсенчен чылай инвестици явăçтарма пултарнă. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма май панă. Çакă вара ял хуçалăх производствин культурине улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет. Пирĕн районта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе 3089 çын 499 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Кăçалхи 11 уйăхра патшалăх пулăшăвĕпе 571 çын усă курнă, 100 миллион та 597 тенкĕлĕх ял хуçалăх ĕçĕнче усă курма тĕрлĕ йышши çĕнĕ техника туяннă. Юлашки 5 çул хушшинче уйрăм çынсем «Беларус» маркăллă, çĕр улми тата ытти ял хуçалăх культурисем туса илекен машинăсем пурĕ 38 единица техника туяннă.
Çăмăллăхлă кредитпа усă курса çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем те хăйсен машинăпа трактор паркĕсене çĕнетрĕç. Вĕсем пурĕ çĕнĕ йышши тракторсем - 27, тĕш тырă пухса илекен 12 комбайн, çав шутра модификациленĕ çĕнĕ йышши ACROS-530 комбайнсем 4 единица туяннă.