АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕсене - çĕнĕлле пулăшу

25 ноября 2011 г.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Ен Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указĕ вăя кĕнĕ май пенси çулĕсенчи тата хĕрарăмсемшĕн 40 çултан кая мар, арçынсемшĕн 45 çултан кая мар ĕç стажĕ пухнă 26 пин çын Чăваш Енре «ЧР Ĕç ветеранĕ» ята илес ирĕкпе усă курĕ. Çакăнпа çыхăннă чи анлă сарăлнă ыйтусене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствинче уçăмлатрĕç.

Çак ята камсене параççĕ?

Президент Указĕпе «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ çынсен йышне анлăлатнă. Патшалăх наградисене тивĕçнĕ граждансемпе пĕрлех çапла майпа пысăк ĕç стажĕллĕ - хĕрарăмсен 40 çул, арçынсен - 45 - çынсем те Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕсем пулма пултараççĕ.

Стажа кура тивĕçекен «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята парасси список тăрăх хăйне-хăй пулса пырать-и е çакна валли заявлени çырмалла-и? Çырмалла пулсан - çак ыйтупа ăçта каймалла?

«Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята автоматика йĕркипе памаççĕ, ăна илес тесен заявлени çырмалла.

Çакăн пек ята пама ыйтса çырнă заявлени çумне эсир яланах Чăваш Республикинче пурăннине, ĕç стажне, пенси çирĕплетнине кăтартакан документ памалла. Пенсие çарпа пенси законодательствипе е ĕçленĕшĕн (службăшăн) пурнăç тăршшĕпе илсе тăракансен вара - 60 çула - арçынсемшĕн, 55 çула - хĕрарăмсемшĕн - çитнине ĕнентерекен документ.

Заявленисене граждансем пурăнакан вырăн тăрăх администрацин халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕсенче йышăнаççĕ.

Эпĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хунă - колхозра та, пир-авăр комбинатĕнче те. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илме хамăн ĕç стажне мĕнле документсемпе çирĕплетме пултаратăп?

Ĕç стажне кăтартакан документсен переченьне тата ăна шутламалли йĕркене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи 494-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетсе массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленĕ.

Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕн ятне стаж тăрăх парасси çинчен калакан Указра вăл 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕресси çинчен вуласа пĕлтĕм. Указ 2012 çултан пенсие тухакансене кăна пырса тивнине пĕлтермест-и çакă?

Çук, пĕлтермест. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята стажа кура панă чухне пенсие тухнă чухнехи вăхăт чăрмав пулмĕ.

«Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ çынсен йышĕ 2011 çулта - 2028, 2012 çулта - 28028.

Пенсие тухнă чухне манăн стаж 37 çулччĕ, кайран татах та ĕçлерĕм. Халĕ вара стаж çулĕсем 42 çитрĕç. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне пенсие тухнă хыççăн стаж çумне хушăннă çулсене шута илеççĕ-и?

Çапла. Çакна çирĕплетекен документсене тăратсан пенсие тухнă хыççăн ĕçленине стаж шутне кĕртеççĕ.

Президентăн çĕнĕ Указĕнче «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята нумай çул вăй хуракансене тата патшалăх наградине тивĕçнисене парассине каланă. Хĕрарăмăн ĕç стажĕ - 40 çул, арçыннăн 45 пулсан патшалăх награди те кирлĕ-ши?

Çук, «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илме е Чăваш Республикин награди е çителĕклĕ ĕç стажĕ - хĕрарăмсемшĕн 40 çул, арçынсемшĕн - 45 кирлĕ.

«Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме Пенси фондĕнчен справка илмелле-и?

Çук. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илес тесен сирĕн ĕçленине е службăра тăнине çирĕплетме пурăнакан вырăнта халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая заявлени çырнипе пĕрлех мĕн пур документа - ĕç кĕнеки, архив справки, çар билечĕ тата ытти те памалла. Стажа ĕнентересси пирки ыйту тухса тăчĕ пулсан социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем Пенси фончĕн управленине е ĕçпе çыхăннă справкăсем паракан вырăна хăйсемех заявка параççĕ.

Ĕç стажĕ манăн пĕчĕк мар - 47 çул. Вĕсенчен 6 çулне Беларуçре вăй хурса ирттертĕм. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне пур стажа та шута илеççĕ-и е Чăваш Енре пуçтарăннине кăна-и?

Документсемпе çирĕплетсен «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне сирĕн мĕн пур ĕç стажне - Чăваш Енрине те, Беларуçрине те - шута илеççĕ.

«Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне ĕç çулĕсен хăш тапхăрĕсене шута илеççĕ? Ачана, хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пурăнайман граждансене пăхни тата çар тивĕçне пурнăçланă, вĕреннĕ çулсем стаж шутне кĕреççĕ-и?

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕн» ятне тата «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» удостоверение парас йĕркепе условисене çирĕплетесси çинчен» 2007 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнчи 127-мĕш йышăнăвне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн ĕç стажне календарь йĕркипе шутланă ĕç (служба) çулĕсем кĕреççĕ.

Çапла майпа, вĕреннĕ çулсене, çавăн пекех хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пурăнайман граждансене пăхнă вăхăта «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята панă чухне шута илмеççĕ. Çарта пулнă çулсем ĕç стажне кĕреççĕ, ачапа ларни - çав тапхăрта çын ĕç хутшăнăвĕсенче тăрсан кăна.

Эпĕ питĕ ир вăй хума пуçларăм. Малтан колхозра, унтан Шупашкарти электроаппарат заводĕнче тăрăшма тытăнтăм. Стаж - 42 çул. Яланах малтисен ретĕнче пулнă. «Социаллă ăмăртусен çĕнтерÿçи» палла икĕ хут тивĕçрĕм. Пенсие тухсан вара «Ĕç ветеранĕ» ята илтĕм. Çĕнĕ Указ мана мĕн парать?

«Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илмелли майсем çителĕклĕ пулсан сире çак ята «Ĕç ветеранĕ» ят пуррине пăхмасăрах пама тивĕç. Апла пулин те законодательствăпа килĕшÿллĕн, эсир социаллă пулăшăвăн пĕр енĕпе кăна усă курма пултаратăр: е «Ĕç ветеранĕ» пек, е «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» пек. Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕсене паракан пулăшу ĕç ветеранĕсене тивекеннинчен нимпе те улшăнса тăманнине палăртса хăварни вырăнлă.

- «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята республикăра 2007 çултанпа параççĕ. Паянхи кун тĕлне халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайсенче çак ята тивĕçнĕ 2028 çын шутра тăрать. Вĕсенчен 1161-шĕ граждансен çак категорийĕ валли çирĕплетнĕ социаллă пулăшупа усă курать, ыттисем вара ăна илме май паракан ытти ене суйласа илнĕ - инвалид, вăрçа хутшăннă салтакăн тăлăх арăмĕ, реабилитациленĕ çынсем;

- Законпа килĕшÿллĕн Ĕç ветеранĕсен уйăхсерен тивекен 980 тенкĕ тÿлеве тата çыхăну тăкакĕсен 50 процент чухлĕ компенсацине илме май пур;

- Юлашки 10 çулта çулсем çитнипе паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 6,1 хут ÿссе 2011 çулта республикăра 7941 тенке çитнĕ;

 - РФ Пенси фончĕн бюджечĕн проектĕнче 2012 çулта ĕç пенсине 9,6 процент (февралĕн 1-мĕшĕнчен тата апрелĕн 1-мĕшĕнчен), патшалăх тивĕçтерекен, çав шутра социаллă, пенсие 14,1 процент чухлĕ ÿстересси;

- Чăваш Енре пурăнакан 340 пин çын - республикăра пурăнакансен чĕрĕк пайĕ - пенси илет;

- Валоризаци пĕтĕмлетĕвĕпе 308 пин пенсионерăн пенсийĕ ÿснĕ, вăтамран укçа 937 тенкĕ хутшăннă;

- Инвалидсене укçана инвалидноç ушкăнне кура тÿлеме пуçланă. Çакă республикăра 900 ытла çын валли инвалид пенсийĕ çирĕплетме май панă;

- Ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ 2007 çулта 24 процент хутшăннă, 2009 çулхи декабрьте - 31,4 процент. 2011 çулта социаллă пенсисен вăтам виçи 4533 тенкĕпе - ку вара республика пенсионерĕсене валли III кварталшăн çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен, 4236 тенкĕрен, пысăкрах;

- Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен уйăхсерен тивекен тÿлевĕ 2005 çултанпа 3 хута яхăн ÿссе вăтамран 1637 тенке çитнĕ. Соцпакет хакĕ 1,7 хут пысăкланнă - 450 тенкĕрен 750 тенкĕ таран;

- 2011 çулта инвалидсемпе ветерансене сывлăха çирĕплетме 18185,6 пин тенкĕлĕх 1402 путевка панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика