АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява халалланă

25 ноября 2011 г.

Мăнçырмари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе спорт вăййисем пулса иртрĕç. Шкулти спортзалра ялти волейбол командисем, фойере сĕтел çинче теннисла выляса уйрăм спортсменсем ăмăртрĕç.

Уйрăмах куракансене вырăссен шашки енĕпе ирттернĕ чемпионат тата ял тăрăхĕнче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăрту кăсăклантарчĕ. Аслăрах çулсемпе пĕрлех çамрăк спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çивĕч кĕрешÿсенче опытлă ветерансем, спорт мастерĕн кандидачĕ Ю.Михайлов 1-мĕш, Н.Иванов 2-мĕш, - асăннă шкулта вĕренекен Ю.Емельянов 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Мала тухнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов грамотăсем тата укçан парнесем парса чысларĕ, ăмăртусене хастарлă хутшăннăшăн тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика