25 ноября 2011 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çынсемпе лайăхрах ĕçлес тĕллевпе клиентсен службине йĕркеленĕ. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн клиентсен куçса çÿрекен служби графикпе кашни районах тухса çÿрет. Пирĕн районта та час-часах пулать вăл. Иртнĕ çул çак службăра ĕçлекенсем (унта Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕсем кĕреççĕ) районти 12 консультаци пунктне çитсе пенсионерсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Е урăхла каласан, 33 яла çитнĕ, 323 çынпа курса калаçнă.
Кашни пенсионерăн хăйĕн ыйтăвĕ. Ытларах вĕсене çаксем интереслентереççĕ: ĕç стажне кура илсе тăракан пенси калăпăшне тĕрĕслеттересси; ватă е чирлĕ çынсене пăхнăшăн компенсаци епле тÿлени; пенси калăпăшне ÿстермелли майсем, пенсие тухма мĕнле документсем хатĕрлемелли; страхламалли хушма взноссем; Пенси фондĕнчи çĕнĕлĕхсем тата ытти те.
Куçса çÿрекен клиентсен службин автобусĕпе çÿресе курнă май, эпĕ çакна лайăх ăнланса илтĕм. Специалистсене кашни ялтах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Вăл кашни çын, пенсионер патне çитме лайăх условисем туса парать. Унăн усси чăннипех те пысăк.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче вăй хуракансем амăшĕн капиталĕпе ĕçлеççĕ, сертификатсем параççĕ. Софинансировани программине кĕме заявленисем йышăнаççĕ. Пенси системине хутшăнакансен тĕп шăнăрĕ-çамрăк çынсем. Çавăнпа кунти специалистсем çамрăксемпе ĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Клиентсен службин кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Пурĕ 12 консультаци пунктĕнчи 25 яла çитсе курнă, 243 çынпа курса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.
Ку хутĕнче Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕпе Г.Усковпа О.Семенова тĕп специалист Кивĕ Вĕренерпе Чăрăшçырма ялĕсене çитсе курнă. Малтан Кивĕ Вĕренере çитсе чарăннă. Автобусра ĕç пÿлĕмĕнчи пекех - пĕтĕм оборудовани пур. Автобуса курсанах çынсем пуçтарăнма пуçланă. Пĕрремĕш клиент 1932 çулта çуралнă В.Тихонова пулнă. Унăн ыйтăвĕ - ĕç стажне кĕрекен çулсене пурне те шута илмен пирки О.Семенова ăна тĕплĕн ăнлантарса панă. Унăн районти архива кайса ĕçленине çирĕплетекен хутсем илмелле те, вĕсене Пенси фондне тăратмалла. Çав кун Кивĕ Вĕренерте 17 çынна йышăннă. Кунтах тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. РФ Пенси фончĕн Вăрмарти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков Олеся Тихонована амăшĕн çемье капиталĕн сертификатне панă. Паянхи кун çак капитал 365.698 тенкĕпе танлашать.
Ун хыççăн Чăрăшçырма ялне çитсе чарăннă куçса çÿрекен клиентсен службин автобусĕ. Кунта та çынсем самаях пуçтарăннă. Хăшĕ-пĕрисем амăшĕн капиталĕпе, софинансировани ыйтăвĕсемпе интересленнĕ. Вĕсем те тулли хуравсем илме пултарнă.