АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнекене алла илсен

25 ноября 2011 г.

Чăваш кĕнеке издательстви çулсеренех тăван культура кун-çулне халалланă ĕçсене вулакан патне çитерет. 2011 çулта пичетленнĕ чи палăрăмлă кăларăмсенчен пĕри - А.Леонтьевăн «Хыпар»: Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы» кĕнеки пулчĕ тесен пĕртте йăнăш мар. Чăн-чăн тĕпчев ĕçĕ, вăхăта кура пĕр енлĕн çеç çырса кăтартни çук кунта: «Хыпар» хаçатăн пĕр ĕмĕр ытла историне тĕплĕн тĕпчени сисĕнсех тăрать.

Пире, Вăрмарсене, çак кĕнеке мĕнпе интереслĕ-ха; Çапла кăсăкланса вулама пуçларăм та пĕлĕшĕмĕн А.Леонтеьевăн сумлă ĕçне. «Хыпар» хаçат 1906-1907 çулсенче Хусан хулинче пичетленсе тăнă. Ăна пуçараканĕ тата унăн редакторĕ Н.В.Никольский пулнă. Чăвашсем пурăнакан пур вырăна та çитнĕ «Хыпар» номерĕсем, паллах Вăрмар тăрăхĕнчи ялсене те. 1917 çулта «Хыпар» хаçат тепре чĕрĕлет, унтан, 1918 çултан, «Канаш» ятпа тухса тăрать, кайран «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ». 1991 çулта вăл хăйĕн малтанхи ятне - «Хыпар» - тавăрчĕ. Акă, Мăнçырма чăвашĕ В.Кузнецов çапла çырать: «Эпир, ялти хресченсем, «Хыпар» хаçатри статьясене питĕ тимлĕн вуласа тăратпăр. Пире уйрăмах саккунсене ăнлантарни, Патшалăх Думи ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырни интереслентерет. Редактора çавăн пек хаçат кăларнăшăн тав тăватпăр. Анчах та «Хыпара» хупаççĕ текен сас-хура пирĕн пата та çитрĕ. Нивушлĕ манăн ачасем, çитĕнсе çитсен, чăвашла хаçат вулаймĕç;

... «Хыпара» кашни ялтах çырăнса илмелле тăвасчĕ, хурал пÿртĕнче упрантăр вăл, унăн кашни номернех вуланине 100, 200 çын таран итлеме пултарĕччĕ. Çакă пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн питĕ пысăк пулăшу пулатчĕ, редакторшăн та усăччĕ».

Çак тĕслĕх Н.Никольский корреспонденчĕсем Вăрмар енрен те пулнине çирĕплетет.

А.Леонтьев «Хыпара» хаçатăн хастар корреспонденчĕсен шутне пирĕн ентеше Д.Демидов-Юлташа та кĕртет. Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Çĕрпÿ уесĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче учительте ĕçленĕ. Çавăн чухне Хусанта тухса тăракан хаçат редакцине статйисене, калавĕсене ярса парать. 1907 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ 2-мĕш номере арестлеççĕ. Сăлтавĕ: Д.Демидовăн «Çĕнĕ юрă» сăвăлла тĕрленчĕкĕ çапăнни. И.Н.Никифоров, «Хыпар» тĕпчевçи, вулакана «Янташ» ятпа та паллă, Д.Демидов-Юлташăн пултарулăх çулне тĕплĕн йĕрленĕ. Учитель-çыравçă чăвашла та, вырăсла та лайăх çырнине, «Хыпар» 1907 çулта хупăнсан Хусанта тухса тăракан вырăсла хаçатсенче пичетленнине çирĕплетет.

«Хыпар» хаçатăн иккĕмĕш редакторĕ пулса С.Кириллов ĕçленĕ. А.Леонтьев Сергей Кирилловăн автобиографине кĕнекине кĕртнĕ. Вуланă май вăл Лешкас Мăнçырмара 1878 çулта çуралнине пĕлетпĕр. С.Кириллов «Хыпара» 1906 çулта редакциленĕ, пĕтĕмпе 12 номер кăларнă.

«Хыпар» хаçат 1917 çулта тепре чĕрĕлет, 1918 çулта «Канаш» ятпа тухса тăрать. Кăтеснер чăвашĕ Григорий Алендей, Мускаври Хĕвел тухăç халăхĕсен университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, пĕр вăхăт редактор çумĕ пулать, унтан - хаçат редакторĕ. Григорий Алендее писатель пулнăран та лайăх пĕлетпĕр.

Аркадий Казанов... Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ ырă чăваш. Талантлă журналист, пултаруллă писатель. Канаш хулинче ĕçленĕ чухне «Коммунизм ялавĕнчи» журналистсем ăна хăйсем патне ĕçе чĕнме ятарласа кайнă иккен. Çапла вара аслă корреспондентран тытăнса редактор таранах çĕкленет. Куртăмăр: «Хыпар» хаçата («Канаш», «Коммунизм ялавĕ») тĕрлĕ çулсенче пирĕн виçĕ ентеш редакциленĕ.

Хаçат кун-çулĕпе тачă çыхăннă Вăрмарсем чылайăн. Акă, чăваш халăх писателĕ Василий Алендей хăйĕн пултарулăхĕнче «Коммунизм ялавĕ» мĕнлерех вырăн йышăнни пирки ăшшăн çырса кăтартать, А.Петров «Хыпар» никĕслевçипе Н.Никольскийпе тĕл пулнă самантсене аса илет, 583-мĕш страницăра профессорпа пĕрле сăнарланă фотоÿкерчĕке те пичетленĕ.

Кĕнекере Г.Яковлев (Арапуç) художник-карикатурист «Коммунизм ялавĕнче» шÿтлĕ, сатирăллă ÿкерчĕкĕсем çапăнни пирки çырса кăтартни те пур.

«Хыпар» - чăваш халăх хаçачĕ. Вăл тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятпа тухса тăнă,çапах та тĕп тĕллевĕнчен нихăçан та пăрăнман: халăх пурнăçне кăтартмалла, халăхшăн тăрăшмалла. Çак ырă та пархатарлă ĕç-хĕлте Вăрмар енрен тухнă журналистсен тÿпи пĕчĕк марришĕн савăнатпăр та, мăнаçланатпăр та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика