25 ноября 2011 г.
Темиçе çул хушшинче республикăра демографи енĕпе лайăх улшăнусем пулса иртеççĕ. 2005 çулта 13 пин ача çуралнă пулсан, пĕлтĕр 16 пин ытла ача çут тĕнчене килнĕ, кăçал вара 9 уйăх хушшинче 12 пин пепке çуралнине регистрациленĕ. Çын вилесси те чакнă: пилĕк çул каялла 19 пин çын вилнĕ пулсан, 2010 çулта 1508 çын сахалрах.
Пирĕн районти кăтартусем те савăнтараççĕ. Кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 853 акт регистрациленĕ: 249 ача çуралнă, пĕлтĕр ку вăхăтра 243 пулнă. 126 çемье чăмăртаннă, анчах 41-шĕ уйрăлнă. Ашшĕ пулнине çирĕплетекен хута 41 çынна панă, 3 ачана усрава илнĕ. Хăйсен ятне (хушаматне) 7 çын улăштарнă. Çын вилнин шучĕ пĕлтĕр ку вăхăтра 406 пулнă, кăçал - 386.
Çемье чăмăртас текенсен йышĕнче 30 çула çитмен çамрăксем чылай, вăл 70 процентпа танлашать. Хĕрсем 18-24 çулсенче çемье çавăрма тăрăшаççĕ, 30 çул тĕлне вĕсем ача-пăчаллă пулаççĕ. Каччăсенчен чылайăшĕ 25-рен иртсен авланать.
Ача çураласси пирĕн районта та кунран-кун ÿссе пырать. Май уйăхĕнче - 28, июньте - 30, июльте 29 ача çут тĕнчене килнĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне çуралнă 249 ачаран 123-шĕ арçын ача, 126 хĕр ача. Çемьесенче иккĕмĕш е ытларах ача çуратасси нумайланнă: пĕрремĕш - 92, иккĕмĕш - 104, виççĕмĕш - 36, тăваттăмĕш - 12, пиллĕкмĕш - 4, улттăмĕш - 1. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене ытларах Кирилл, Артемий тата Дмитрий ятсене пама кăмăл тунă, хĕрĕсене - Екатерина, Мария, Анастасия. Çамрăк çемьесем поселокра нумайрах пурăннăран кунта ача çуратасси те йышлăрах, Арапуç ял тăрăхĕнче 23, Чулкас тăрăхĕнче - 20, Энĕшпуçпа Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче 14-шар ача çут тĕнчене килнĕ. Анчах та Шăхаль, Кĕлкеш, Тикаш ял тăрăхĕсенче 5-7 ача çеç çуралнă. Ача йышĕ ÿснин сăлтавĕ вăл - çамрăксене тата нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ пани. Ку енĕпе республикăра тĕрлĕ ятарлă программăсем ĕçлеççĕ.