25 ноября 2011 г.
Пирĕн районта иртнĕ ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунне асăннă министерствăн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пыракан ушкăн хутшăннă.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пайне, райадминистрацин централизациленĕ бухгалтерине, районти Культурăпа кану центрне, районти тĕп библиотекăна, ачасен Вăрмарти искусство шкулне, тавра пĕлÿ музейне, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă.
ЧР Культура Министерствин кунĕ Чулкас ялĕнчи купеле тата çăл куçа çветит тунипе пĕр килчĕ. Çакна палăртмалла: купельпе часавая Чулкас ял халăхĕ тăрăшнипе хăпартнă. Çак ĕçре çавăн пекех Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн Л.Павловăн тÿпи те пур. Купельпе часавая çветит тума ятарласа Архимандрит Гурий килнĕ. Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, официаллă çынсем, вырăнти халăх ăна çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Архимандрит Гурий тата Чулкас ялĕнчи Таса Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте часавайпа купеле, çăл куçа çветит тунă май ятарласа кĕлĕ ирттерчĕç, халăха ырлăх, тăнăç пурнăç сунчĕç. Унтан официаллă çынсем Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса курчĕç. Г.Иванова директор шкул ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренекенсен тата вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсем çинчен каларĕ. Вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем вĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, христианство тĕнĕпе çыхăннă юрăсем юрларĕç.
ЧР Культура Министерствин кунне Чулкасри информаципе культура центрĕнче пĕтĕмлетрĕç. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова культура сферинчи çĕнĕ саккунсемпе паллаштарчĕ, асăннă отрасльте ÿсĕмсем тунă культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Чулкасри информаципе культура центрĕн директорĕ А.Игнатьева культурăпа кану учрежденийĕсен хальхи вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Асăннă мероприяти савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.