22 ноября 2011 г.
Кашни професси яваплăха туйса ĕçлеме хистет. Налук службин ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи иккĕмĕш тата виççĕмĕш кварталсем тăрăх Раççей Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 номерлĕ инспекцийĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторĕ З.ПАВЛОВА унăн пуçлăхĕпе, РФ патшалăх гражданла службин пĕрремĕш класлă советникĕпе Анатолий Николаевич Кузнецовпа тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Анатолий Николаевич, юлашки вăхăтра патшалăх тата муниципаллă пулăшу парасси электронлă майпа пурнăçланса пынине куратпăр. Налук служби паракан пулăшусем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- «Федераллă налук служби вăл - халăхăн йăлари ыйтăвĕсене тивĕçтерекен компани», - тенĕ РФ налук службин пуçлăхĕ М.Мишустин. Çавна май налук службин приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри - информаци тĕлĕшĕнчен уçăмлă пулни, налук тÿлекенсемпе ĕçĕн пахалăхне ÿстересси.
Хальхи вăхăтра РФ налук службин порталĕ усă куракансене тĕрлĕ енлĕ электронлă пулăшу парать, вĕсенчен ытларах усă кураканнисенчен пĕри вăл «Налук тÿлекен уйрăм çыннăн хăйĕн кабинечĕ» интернет-сервис шутланать.
- «Налук тÿлекенĕн хăйĕн уйрăм кабинечĕ» тенине мĕнлерех ăнланмалла?
- Асăннă сервисра налук тÿлекен бюджет умĕнче налук парăмĕ мĕн чухлипе, налук мĕн чухлĕ тÿлемелли тата тÿлевĕ, куçакан тата куçман пурлăх объекчĕсем, бюджет тăрăх расчетсене контрольлесси, налук парăмне тÿлесси, налук инспекцине каймасăрах налук органĕнче тата ытти актуаллă информаципе паллашма пултарать. Граждансем тĕрĕс мар даннăйсене тупса палăртсан тÿрремĕнех налук службине пыма пултараççĕ.
Асăннă сервис РФ 5 субъектĕнче пур калăпăшпа ĕçлет, çитес вăхăтра вăл Чăваш Республикинче те ĕçлеме тытăнĕ. Анчах та пур парăмсем пирки, налук тÿлеме квитанци хатĕрлеме иртнĕ çултанпах пурнăçлама пулать.
- Налук тÿлекенпе инспекци хушшинчи ĕç пахалăхне еплерех хаклама пулать?
- Налук службинче пулăшăвăн пĕрлехи стандарчĕсем ĕçлеççĕ, вĕсен шутне налук тÿлекенпе тÿрремĕн хутшăнасси те кĕрет. Инспекци ĕçченĕн налук тÿлекенпе кăнттам пулмалла мар. Налук тÿлекенпе сăпайлă калаçсан кăна эпир хамăрăн ĕçри профессиллĕхе, инспекци ят-сумне çĕклĕпĕр. Раççей Федераллă налук службин тата Раççей Федераллă налук службин ЧР Управленийĕн сайчĕсенче «Анкетăри ыйтусем çине хуравласси» сервис ĕçлет, вăл налук органĕсен ĕçне хаклама пулăшать. Çавăн пекех налук тÿлекенсемпе налук органĕсен ĕç пахалăхĕ пирки ятарласа ыйтăм ирттеретпĕр.
Налук инспекцийĕнче налук тÿлекенсем ыйтса çырнисене, çăхавсене пăхса тухаççĕ, вĕсем тăрăх тивĕçлĕ решенисем йышăнаççĕ. Юлашки вăхăтра налук тÿлекенсенчен çăхавсем сахалрах пулни налук инспекцийĕн ĕçĕ лайăх енне улшăнса пыни тесе шутлатăп.
- Анатолий Николаевич, пирĕн калаçу пуçламăшĕнче эсир налук служби информаци тĕлĕшĕнчен уçăмлă пулнине палăртрăр. Инспекци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Интернетра информаци тупма пулать-и?
- Инспекци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех Раççей Федераллă налук службин порталĕ тата Раççей Федераллă налук службин ЧР Управленийĕн сайтĕнче пĕлме пулать. Вăрмар район сайтĕнче сулахай енчи колонкăра «Налук служби» тесе çырни пур, унта инспекци çинчен пĕтĕм информацие вырнаçтарнă.
Раççей Федераллă налук службин порталне массăллă информаци хатĕрĕсем пек йышăнма пулать, унăн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ информаципе тĕплĕн паллаштарасси.
Налук законодательствине граждансем пăснă тĕслĕхсем чылай чухне ку е вăл информацие вуласа пĕлменнипе çыхăннă.
Информаци уçăмлăхĕ пирки калас пулсан, çакна палăртмалла: Раççей Федераллă налук служби ытти структурăсемпе танлаштарсан хăйсен ĕçченĕсен, вĕсен мăшăрĕсен, çул çитмен ачасен тупăшĕ пирки хăйсен порталĕ çинче информаци йĕркеленĕ. Пирĕн служба çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен Раççей Федераллă налук службин порталне кĕрсе пăхма сĕнетĕп.
- Хăйсен профессиллĕ уявне инспекци ĕçченĕсем мĕнлерех кĕтсе илчĕç?
- Инспекци ĕç-хĕлне кăтартусем тăрăх хаклаççĕ. Кунта татман парăмсем, судсенчи тавлашусем, судченхи аудит, çавăн пекех налук кĕрсе пырасси шутланаççĕ. Асăннă кăтартусене шута илсе Раççей Федераллă налук служби кашни кварталтах экономика тупăшăвне пĕтĕмлетет. Эпир вара малти вырăнсене тивĕçрĕмĕр. Инспекци коллективĕн ЧР налук органĕсен ĕçченĕсемпе ирттернĕ Спартакиадăра та спортри çитĕнÿсем те начар мар. Хĕрарăмсен команди волейболла выляса Çĕрпÿ районĕн Кубокне çĕнсе илчĕ, çавăн пекех арçынсен волейбол команди те призерсен йышĕнче. Спорт пирĕн ĕçре пулăшса пырать. ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн: «Спорта юратакан пур çĕрте те ÿсĕмсем тăвать», - тесе каланине инспекци коллективĕ çитĕнÿсемпе çирĕплетет.
Раççей Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ йĕркеленипе кăçал ноябрĕн 12-мĕшĕнче «Чи лайăх налук инспекторĕ» конкурс иртрĕ. Асăннă конкурсра Раççей Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн районсем хушшинчи 7 номерлĕ инспекцийĕн çамрăк сотрудникĕ М.Алексеева виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çакă инспекцишĕн те, вĕсенчи ĕçченсемшĕн те пысăк çитĕнÿ.