АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмелли, танлаштармалли нумай

22 ноября 2011 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 109-мĕш номерте).

Хăй çине тăнипе малтан мăшăрне, Нина Александровнана (вăл çав вăхăтра участок больницин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ) тăван тăрăха ăсатнă, нумаях та вăхăт иртмен - вăл Вăрмарта.

1961 çулта «Победа» колхозра (ун чухне Пинер, Çÿлти Кинчер, Çĕнĕ Кинчер, Вăтакас ялĕсене пĕрлештерсе тăнă) тĕп агроном пулса ĕçлеме тытăннă. Илья Терентьевич кунта тĕш тырă культурисене çитĕнтерессисĕр пуçне ир çитĕнекен хăяр ÿстерме пуçлать. Халăха кирлĕ пахча çимĕçпе тивĕçтерессипе пĕрлех тепĕр тĕллев пулнă - уйрăм хуçалăхра ÿстерекен продукципе кăна кирлĕ таварпа çынсене тивĕçтереймĕн. Енчен те пахча çимĕç ÿстерессипе Куславкка районĕнчи уйрăм хуçалăхсем ĕçленĕ пулсассăн, вăл вара пысăк хуçалăхра 5 гектар çинче ир çитĕнекен хăяр ÿстерме тытăннă, ăна вырнаçтарма Çĕрпÿ, Канаш, Тутарстанри Зеленодольск хулисенче лавккасем уçнă. Анчах та КПСС райкомĕн активĕн умĕнче кăштах хирĕçле каланă хыççăн юратнă ĕçе пăрахса Вăрмар элеваторне производство ертÿçин заместителĕ пулма куçнă. Кунта михĕсемпе килекен тырра, çăнăха турттарма вырнаçтарнă транспортера хута яни - çынсен ĕçне çăмăллатни - хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕ тесе шутлать.

Илья Терентьевич калаçăва тĕплĕн хатĕрленсе хăйĕн шухăшĕ çинче тăма хăнăхнă. 1965 çулта вăл «Россия» хуçалăхри хăмла ĕрчетекен агроном пулса ĕçлеме куçнă. Сăмахпа ăнлантарма пулать: «Хăмла парти шайĕнчи культура мар», апла пулсан ĕçе пурнăçлама ирĕклĕрех те пулнă. 10 çул хушшинче агроном (1965-1975) пĕр гектар çинче çитĕнекен хăмла тупăшне 5-6 центнертан 24 центнер таран çитернĕ. Енчен те ун чухне хуçалăхра тĕш тырă акса туса илекен лаптăк 5 пин, çав шутра хăмла плантацийĕсем 65 гектар йышăннă пулсан, хуçалăх тупăшĕн 30 проценчĕ хăмла плантацийĕсенчен кĕнĕ. Çак çитĕнÿ тÿрремĕнех Илья Терентьевичпа çыхăннă.

Темле каласан та, юлашки çулсенче Илья Терентьевича ытларах та ытларах вĕлле хурчĕсем ĕрчетесси илĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне вăл пысăк утар тытса тăрать, унтан пыл хурчĕсем паракан тĕрлĕ продукци илет, çак ĕçпе ĕçлеме кăмăллакансене вĕрентет. Ун пирки «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентстви» АУОн генеральнăй директорĕ, наука кандидачĕ А.Максимов çапла калать: «Илья Терентьевичран тапса тăракан вăй-хăвата ăша илсе ĕçлес килсе тăрать. Çакăн пек пыл хурчĕ ăстисен ячĕсене пысăк саспаллинчен çыраççĕ. Унăн вĕренекенĕсем шутĕнче аслă çулхи çынсем те, çамрăксем те...»

И.Терентьевăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл хăйĕн пахчинчи утара çĕнĕ вырăна куçарасшăн. Çулсем иртнĕ май хăйне пулăшу паракан çынна шырать. Вĕллесене тытса тăма пĕлет-и, тен, пачах пĕлмест-и, унăн чĕринче çак туртăм çеç пултăр - çак çынсене хапăллать хурт-хăмăр ăсти. Кăмăл пулсассăн пурне те вĕренме пулать тет вăл. Çынни эрех ан ĕçтĕр, автомашинăпа çÿреме пĕлтĕр. Ял хуçалăх ĕçне пĕлекене хаваспах кăмăллать. Тел.: 2-17-20, 8-927-841-13-99. Илья Терентьевич çакна та каласшăн: рентабельлĕ мар производство çук. Кашни çын хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласан çитĕнÿ те пулĕ. Малашлăха пăхакан çын виçĕ ĕне усранипе мала каяймĕ - эппин производство калăпăшне ÿстермеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика