АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха ĕçпе тивĕçтерессине – пысăк тимлĕх

22 ноября 2011 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен сферăри программăсенчи мероприятисене 2009-2011 çулсенче пурнăçлани çинчен сведенисем.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕç тăвакан власть органĕсемпе пĕрле 2009-2011 çулсене валли халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн тата республикăри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатмашкăн тĕллевлĕ программăсем ĕçлесе хатĕрленĕ. Ку программăсене пурнăçлама 2009-2010 çулсенче 2 миллиард та 513 миллион тенкĕ янă, 2011 çулта 831 миллион тенкĕ ытла яма палăртнă.

Йышăннă мерăсем лайăх эффект панă: 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр граждансен хисепĕ 9570 çын таран чакнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 1,4 процент таран.

Мĕн ĕлĕкрен «Ĕç-пурнăç тыткăчи», - тенĕ. Вăл çук пулсассăн пурнăç шайĕн ÿсĕмĕ пирки калаçмалли те çук. Çавăнпа та Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби (руководителĕ С.Димитриев) çак енĕпе пысăк ĕç туса ирттерет. Пĕлтерĕшĕ те курăмлă. Енчен те 2009-2010 çулсенче хăш-пĕр предприятисенче экономикăри йывăрлăхсене пула ĕç вырăнĕсен шучĕ самаях чакнă пирки ĕçсĕррисен йышĕ 32 пин çынна çитнĕ пулсан (ĕçлеме пултаракан çынсен 3,8 проценчĕ), кăçалхи ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне çак кăтарту 3 хута яхăн чакнă.

Программăсем ăнăçлă ĕçлени Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансене те ырă витĕм кÿнĕ, ĕçсĕррисен йышĕ республика кăтартăвĕсемпе танлаштарсан чылай сахалтарах - 0,4 процентпа танлашать. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центр пулăшнипе 909 çынна яланлăх е вăхăтлăх вырăн тупса панă, вĕсенчен 493-шĕ ĕçсĕр шутланнă. Вакансисен банкне пуянлатни, çĕнетни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем кăçалхи 10 уйăхра 1291 ваканси пурри пирки пĕлтернĕ. Ĕç паракансене ытларах квалификациллĕ рабочисем кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика