22 ноября 2011 г.
«Чăваш Ен экономикине аталантармалли тĕп никĕс - пĕчĕк тата вăтам бизнес. Пĕчĕк предпринимательлĕх кунĕсене мĕн пур хулапа районтах ирттереççĕ, консультаци пулăшăвĕ парас ĕç йăлана кĕнĕ», - тенĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Чăн та, нумаях пулмасть пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ пирĕн районта та иртрĕ.
Предпринимательлĕх кунĕ ĕçлĕ канашлуран пуçланчĕ, вăл район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Канашлăва районта ĕçлекен предпринимательсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ун ĕçне ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин предпринимательлĕх аталанăвĕн пайĕн консультанчĕ З.Магомедова йĕркелесе пычĕ, вăл «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ парасси» темăпа тухса калаçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин 2010-2011 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ.
Районта 2010-2011 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе муниципаллă пулăшу памалли ятарлă программине çирĕплетнĕ. Çултан-çул пĕчĕк предприятисен шучĕ ÿссе пырать, вĕсем кăларакан продукци те йышланать, çĕнĕ технологисемпе усă курасси вăйланать. Пирĕн районта 121 юридици сăпачĕллĕ организаци тата 726 уйрăм çын предприниматель. Вĕсенче 2073 çын ĕçлет. Кăçал пĕчĕк бизнес сферинче 180 çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Промышленность енĕпе 31, ял хуçалăх продукцийĕсем туса илессипе хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе кооперативсем - 31, обществăлла апатланупа тата вак суту-илÿпе - 32, пулăшу парас енĕпе 24 предприяти ĕçлет. 2010-2011 çулсенче районта темиçе инвестици проекчĕ пурнăçланнă: «Мега центр» суту-илÿ комплексĕ уçăлнă, автозаправка тата автомашина юсакан станци ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун тата ытти инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ: суту-илÿ çурчĕсем хăпараççĕ, çĕвĕ производстви аталанать, çĕр улмипе тырă упрамалли вырăнсем хатĕрлеççĕ, сĕт-çу завочĕ тăвассипе ĕçлеççĕ.
Канашлура перекет банкĕн, Пенси фончĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, Республикăри бизнес-инкубаторăн, пĕчĕк бизнеса пулăшу паракан агентствăн тата ытти патшалăх организацийĕн ĕçченĕсем тухса калаçрĕç. Канашлăва хутшăнакансем «Светлана» обществăра, Н.Иванов уйрăм çын предприниматель патĕнче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.