15 ноября 2011 г.
Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕпе çыхăннă ыйтусем паян пĕрремĕш вырăна тухса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе республика Президенчĕ вĕсене татса парассинчен пăрăнман пур ен тата çак ĕçсене тĕрĕслесе тăрассишĕн яваплă çынсем умне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи монополизма сирес ĕçе тĕплĕ хатĕрленме, халăха информаципе тивĕçтерессине, ăнлантарассине вăйлатма тĕллев лартнă. «Хура ĕç» тăвакансене, «пĕр кунлăх фирмăсене» тата тĕрлĕ йышши ултавçăсене çак тытăмран аяккарах сирес шухăшпа хальхи вăхăтра управляющи компанисене çирĕп тĕрĕслеме хатĕрленеççĕ. Çăмăл мар çак ĕçе вара çурт-йĕр хуçисене хăйсене явăçтармасăр пурнăçлама çук. Кăна валли кашнин лайăх пĕлÿпе «хĕç-пăшалланмалла». Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çинчен Чăваш Енĕн Тариф тата конкурентла политика патшалăх службинче ăнлантарчĕç.
Коммуналлă пулăшăвăн хăш тĕсĕсем валли тарифсем çирĕплетеççĕ?
Сивĕ тата вĕри шыв, канализаци, электричество, газ, хутса ăшăтасси (ăшă энергийĕ) валли.
Тарифсене шутланă чухне мĕнле тăкаксене тĕпе хураççĕ?
Тарифсене йĕркеленĕ чухне коммуналлă пулăшуран пухнă укçан кирлĕ виçинчен çак тăкаксене шута илеççĕ:
укçа-тенкĕ тăкакĕсем (çав шутра энергорессурсем - газ, çĕр кăмрăкĕ, мазут, электроэнерги - туяннипе çыхăннă тăкаксем);
рабочисен ĕç укçи тата социаллă тÿлевсем;
тĕп хатĕрсене юсассипе çыхăннă тăкаксем;
тĕп укçа-тенкĕ тата унпа çыхăнман активсен амортизацийĕ;
ытти тăкак (налог, аренда, лизинг тата ытти тÿлев);
Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ чухне регионра патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан йышлă-и?
Халăхăн пĕтĕм йышĕнчен - 22,5 процент. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсемшĕн тивекен субсидин вăтам виçи 2010 çулхипе танлаштарсан 115 процент ÿснĕ - паянхи кун тĕлне пĕр çыншăн 865 тенкĕ.
Коммуналлă пулăшу тарифĕсем мĕнле тапхăрпа ÿсеççĕ?
Сивĕ тата вĕри шывпа, ăшăпа, электричествăпа, газпа, шывпа юхтарассипе çыхăннă коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене çулталăклăха е унран кая мар вăхăтлăха çирĕплетеççĕ.
2011 çулшăн тарифсене мĕнле майпа йĕркеленĕ?
Коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисемшĕн 2011 çул валли тарифсене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн 2010 çулхи 42-мĕш хушăвне шута илсе йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, граждансен коммуналлă тÿлевĕсем пĕр пек лару-тăрура 2010 çулхи виçерен 15 процентран пысăкрах пулмалла мар.
Коммуналлă пулăшу тÿлевĕ кăçал 2010 çулхи шайран 10 процент сахалтарах ÿснине палăртса хăвармалла.
Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвне пурнăçласа Служба вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем панă кăтартусем тăрăх пĕтĕм муниципалитет тытăмĕнче - вĕсем вара республикăра 296 - граждансен коммуналлă тÿлев анализне ирттерет. Ăна 15 процентран хăпартса ÿстернĕ тĕслĕхсем пулман.
2011 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, республикăра тарифсем ăшăшăн вăтамран 14,7 процент, шывпа тата канализаципе тивĕçтерессишĕн 16,7 процент, йăлари каяшсене утилизацилессишĕн 12,0 процент, электроэнергишĕн 9,7 процент, çут çанталăк газĕшĕн 15 процент ÿснĕ.
2011 çул валли йышăннă тарифсем Чăваш Республикинче Федерацин Атăлçи округĕнчи рейтингра пĕчĕк позицие сыхласа хăварчĕç.
2012 çулта пире мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?
Январĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсем 2011 çулхи шайрах юлаççĕ. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифĕ 6 процент, çулталăк тăршшĕпе 3 процентран ытла мар ÿсет, çут çанталăк газĕ - 15 процент. Ытти пулăшушăн вара - икĕ тапхăрпа: июлĕн 1-мĕшĕнчен 6 процент тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 6 процент.
Электроэнерги валли дифференциллĕ тарифа мĕнле йĕркепе çирĕплетеççĕ?
Талăк зонисенчен (сехетсенчен) килекен тариф электричествăшăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Ăна усă курнă вăхăт тăрăх çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, 2011 çулхи январьте Вăтам Атăлăн пĕрлештернĕ энерготытăмĕшĕн талăк зонисем çапларах пулнă: пик вăхăчĕ - 8-11, 16-19, çурма пик вăхăчĕ - 11-16, 19-23, 7-8 сехет, çĕр - 23-7 сехет. Чи хаклă тариф - пик зонăра, йÿнĕреххи - çурма пик зонăра, чи йÿнни - çĕрлехи зонăра.
Халăх патне çитекен çут çанталăк газĕн курттăм мар хак шутне мĕн кĕрет?
Ăна çакăн пек шутласа кăлараççĕ: газăн курттăм хакĕ + ăна илсе çитерессипе çыхăннă тариф + тивĕçтернĕ-вырнаçтарнă чухнехи пулăшу.
Çут çанталăк газĕн хакне витĕм кÿрекенни - унăн курттăм (оптовай) хакĕ.
Капиталлă строительствăна хывнă укçа-тенке мĕнле майпа тĕрĕслесе тăраççĕ?
Ресурс туяннă чухнехи тăкаксемпе пĕрлех тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсем, инженери инфратытăмне юсавлă тытса тăма хывнă укçа-тенкĕ те тариф шутне кĕреççĕ. Тарифсен 2011 çулхи йышăнăвĕпе инвестицисем 1 млрд та 800 млн тенке çитнĕ, çав шутран тĕп юсав ĕçĕсене валли - 946 млн тенкĕ, тарифри хушма тÿлевсен шучĕпе инвестици программисене пурнăçлама - 808 млн тенке яхăн.
Кăçал инвестици программисем 33 предприятире пурнăçланаççĕ (йĕркелесе пыракан организацисен пĕтĕм йышĕн 12,4 проценчĕ).
Инвестици ресурсĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Служба кварталсерен çак укçа-тенкĕпе усă курнин анализне (мониторинг) ирттерет. Унăн пĕтĕмлетĕвне Тарифсен федераци службинче пăхса тухаççĕ.
Вĕри шыв хакĕ мĕнрен килет?
Вĕри шыв тарифĕсен шутне 1 кубла метр сивĕ шыв хакĕ тата ăна ăшăтнă чухнехи тăкаксем кĕреççĕ. Ăна 1 кубла метр шыва нормативсемпе право акчĕсенче ыйтнă температура таран çитерме кирлĕ ăшă энергийĕн тарифĕн произведенийĕпе палăртаççĕ.
Коммуналлă ресурссем валли шутлав приборĕсем вырнаçтарни мĕн парать?
Çуртра пĕрлехи тата хваттерсенче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн уйрăм шутлав приборĕсене вырнаçтарни граждансен коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçи-тенкине сисĕнмелле чакарать. Республикăра çуртри пĕрлехи шутлав приборĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенче вăтамран 70 процент таран вырнаçтарнă, çав шутра электроэнергие шута илес тĕлĕшпе - 97 процент, ăшă энергине - 53 процент, вĕри шыва - 63 процент, сивĕ шыва - 42 процент.
Çакă граждансен ăшăшăн тивекен тÿлевне 2010 çулта 10-12 процент таран чакарма май панă, датчиксемпе таймерсем вырнаçтарнине кура электроэнергишĕн 10 процент сахалрах укçа-тенкĕ тăкакланă.
Çурт-йĕре пăхса тăракан организацисем информацие халăха пĕлтерессине пирĕн республикăра камсем тĕрĕслесе тăраççĕ?
Асăннă организацисем информацие халăх патне çитерес стандарта мĕнле пăхăннине тĕрĕслес ирĕк кăçалхи июль уйăхĕнчен Службăн та пур. Вăхăтсене пăхăнманнине кура тата информацие уçса паман тĕслĕхсене пĕтермелли пирки паянхи кун тĕлне 39 организацие асăрхаттарнă.
Коммуналлă пулăшупа усă куракан унпа тивĕçтерекен организацисене тарифа кĕртнĕ пулăшу производствин тăкакĕсемпе паллаштармашкăн ыйтма пултарать-и?
Гражданинăн коммуналлă ресурс тарифĕсен шутне кĕртнĕ тăкаксем мĕнле майпа пуçтарăннипе е улшăннипе ресурспа тивĕçтерекен уйрăм организацире кăсăкланма ирĕк пур.
Раççей Правительстви çирĕплетнĕ информацие уçса парассин стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен - Служба тариф çирĕплетнĕ предприятисен хăйсем сĕнекен пулăшупа, тарифсемпе, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци патне чăрмав пулмалла мар.
Хаксене сăнаса тăракан органсен тĕрĕслевĕсем хăçан-хăçан пулаççĕ?
Планпа пăхнă тĕрĕслевсем республика прокуратурипе çулталăклăх килĕшсе татăлнă график тăрăх иртеççĕ, плана кĕменнисем - тарифсене виçерен ирттерсе хăпартни е пĕчĕклетни çинчен уйрăм çынсем е юридици сăпачĕсем пĕлтерсен пулаççĕ. Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ кăçалхи 9 уйăхра граждансен 2244 çырăвне пăхса тухнă, планпа пăхнă тата плана кĕртмен 428 тĕрĕслев йĕркеленĕ, 150 çакăн пек мероприятие прокуратура органĕсемпе пĕрле ирттернĕ.
2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ «Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу илнĕ чухне республика çыннисен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» Указ алă пусрĕ. Çак документ халăха мĕн парать?
Çак документпа килĕшÿллĕн регионра отрасль порталне туса хума йышăннă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи пур предприяти пирки те информацие çакăнта тупма май пулĕ. Управляющи компанисем коммуналлă пулăшу хакĕсем, пурнăçланă ĕçсем çинчен халăха ун урлă пĕлтерсе тăрĕç. Мĕншĕн тата мĕнле тарифсемпе тÿленине çынсен пĕлмеллех. Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн мониторингне йĕркелессине те шута илнĕ Указра.