15 ноября 2011 г.
ЧР гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру пуласран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ирттермелли тĕп мероприятисен программипе килĕшÿллĕн ноябрĕн 9-11-мĕшĕсенче пирĕн районта командăпа штаб вĕренĕвĕ иртрĕ.
Ун теми - районти гражданла оборонăн яваплă ертÿçисем тата вĕсене пăхăнса тăракан органсем чрезвычайлă лару-тăру килсе тухсан хăйсен ĕçне епле пурнăçланине, гражданла оборона тытăмне вăрçă вăхăтне куçарасси мĕнле пулса пынине хакласси. Вĕренÿ мĕнле иртнине тĕрĕслеме РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов килнĕ, вăл малтан гражданла оборонăн яваплă ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унтан ертÿçĕсем предприятисемпе организацисенче уйăхлăх вăхăтĕнче гражданла оборона енĕпе мероприятисем мĕнле иртни çинчен каласа пачĕç.
Вĕренÿ темиçе тапхăрпа иртрĕ. Унта районти пĕтĕм службăсем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш тапхăрта вĕренÿ поселокра тата Чулкас ялĕнче уйрăм килсенче пулчĕ. Кунта уртаракан чир сарăлсан, халăх çÿрекен вырăнта пушар пулсан тата çут çанталăк газĕ сирпĕнсен ятарлă службăсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех йывăр лару-тăрура районта мĕн пулса иртекен информацие пуçтаракан, пĕлтерсе тăракан, йĕркелесе пыракан пункт ĕçлерĕ. Кунта штаб ертÿçисемпе ятарлă служба ĕçченĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вĕренÿ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕ, кунта пушар пулсан ачасемпе ĕçлекенсене эвакуацилессине йĕркелерĕç. Малалла вĕренÿ районти тĕп больницăра иртрĕ. Унтан ятарлă службăсем тĕрлĕ техникăпа паллаштарчĕç. Юлашки тапхăрта эвакуаци пункчĕн ĕçне тĕрĕслерĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче вĕренÿ мĕнле иртнине тишкерчĕç: штаб ертÿçисем вĕренÿ ăнăçлă иртнине каларĕç, ятарлă службăсем тивĕçлипе хатĕрленнине, хăйсен ĕçне пĕлсе тунине палăртрĕç, çавăн пекех уйрăм çитменлĕхсене те асăнчĕç.