АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енккассисем тĕрлĕ чĕлхепе «калаçрĕç»

08 ноября 2011 г.

«Çепĕççĕн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн,

Чул сăрта вататăн.

Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем», -

хăюллăн янăрарĕ пирĕн тăван чĕлхе 16-мĕш хут иртекен Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен фестивалĕнче, кăçал вăл Пысăк Енккасси шкулĕнче иртрĕ.

Чĕлхесен фестивальне эсперанто чĕлхипе калаçакансем йĕркелесе ирттереççĕ, вăл культурăпа вĕрентÿ проекчĕ шутланать. Ăна Америка эсперантисчĕ Дэннис Киф пуçарнă, пĕрремĕш хут вăл 1995 çулта Францири Тур хулинче иртнĕ. Пирĕн çĕршывра çак фестиваль чи малтан 1996 çулта Шупашкарта пулнă.

Германи, Нидерланд, Польша, Итали тата Гвинея çĕршывĕсенчен килнĕ хăнасене шкулта ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чи малтанах вĕренекенсем музыка композицийĕ кăтартрĕç, презентацире чăваш чĕлхипе тата наци культурипе паллаштарчĕç. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул ачисем хăнасемпе пухăннисене юрăсемпе савăнтарчĕç. Чĕлхесен «çул çÿревне» Арапуçĕнчи шкул директорĕ А.Кузьмин пуçларĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăну тĕнче хăрушсăрлăхне тытса пыма тата килĕштерсе пурăнма май панине палăртрĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорĕ Г.Архипова чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ: «Кашни чĕлхе хăйне евĕр, чĕлхе пĕтĕм тĕнчене ăнланма, пĕр-пĕринпе калаçма май парать. Кашни чĕлхепе сăпка юррисем юрлаççĕ, юратнине пĕлтереççĕ, савăнăçпа хурлăха пайлаççĕ. Çапах та пĕтĕм чĕлхе хушшинче чи хакли вăл - тăван чĕлхе. Ют чĕлхе вара ытти çĕршыв çыннисемпе хутшăнма кирлĕ».

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов пурне те акăлчанла саламларĕ, тăнăçлăхпа килĕшÿ сунчĕ.

Фестивальте тĕп вырăнта чĕлхесене презентацилесси пулчĕ. Хăнасем пурте хăйсен чĕлхисем çинчен каласа кăтартрĕç, историпе тата культурипе паллаштарчĕç. Пысăк Енккасси шкулĕн ачисем хăнасене асăнмалăх чăваш пуканийĕсене парнелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика