08 ноября 2011 г.
Районти Культура çуртĕнче ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсене халалланă уява район пуçлăхĕ В.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ - «АККонд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.Разумовăн пулăшуçи Ю.Григорьевский, агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
«2011 çулхи агропромышленноç комплексĕн ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, районти ял хуçалăх аталанăвĕн программине пурнăçласси тата 2008-2012 çулсенчи апат-çимĕç, ял хуçалăх продукцине тирпейлесси» темăпа райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов анлă доклад турĕ.
Район пуçлăхĕ В.Павлов хăйĕн докладĕнче тухăç хамăр тăрăшса вăй хунинчен килнине, ял хуçалăхĕ малалла та çирĕп утăмсемпе аталанса пымаллине палăртрĕ, пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунчĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсене пĕтĕм вăя парса ырми-канми ĕçленĕшĕн, район экономикине тĕреклетме пулăшнăшăн тав турĕ, малашне те асăннă отрасльте пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕ.
«Пирĕн район тĕш тырă культурисене çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе тăрăшса ĕçлесе пырать, хăйĕн умĕнчи тĕллевсене пурнăçа кĕртет. Çакăнта, хисеплĕ çĕр ĕçченĕсем, сирĕн тÿпе пысăк», - терĕ Константин Владимирович.
Уяв ячĕпе çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев та саламларĕ, ял ĕçченĕ чăннипех хисепе тивĕç пулнине, пурте пĕрле тăрăшса вăй хурсан ял хуçалăх отраслĕнче çитĕнÿсем пулассине палăртрĕ.
ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен вăй хунă уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене уяв ячĕпе саламларĕ, ял хуçалăх отрасльне малалла та çирĕп вăй-хăватпа аталантарма ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех Ю.Григорьевский те ял хуçалăх ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ.
Çавăн пекех «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн генеральнăй директорĕ Н.Петров, «Россельхозбанк» АУОн Вăрмарти хушма офисĕн пуçлăхĕ А.Максимова, РФ Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи 8613 номерлĕ уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Малышев, Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» филиалĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Титова, Росгосстрах компанин Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Алексеева, «Поддержка» патшалăх страхлакан компанийĕн менеджерĕ Л.Яковлева ял хуçалăх ĕçченĕсене саламласа чылай ырă сăмахсем каларĕç.
Уявра çĕр ĕçченĕсене чысласа республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе дипломсем, хаклă парнесем пачĕç. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) пуçлăхĕ Г.Ямуков хăйĕн хуçалăхĕнче чылай çул тăрăшса вăй хуракан икĕ ĕçченне автомашинăсен уççине парнелерĕ.
Чаплă уяв Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.