АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕ çĕре юраттăр

03 ноября 2011 г.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе Чăваш Ен Раççей Правительстви лартнă мĕн пур кăтартусене пурнăçласа чи лайăх результатсене çĕнсе илнĕ сакăр регион-лидер шутне кĕрет.

Çавна май пирĕн районта та тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, аш-какай тата ытти ял хуçалăх продукчĕсем туса илессин кăтартăвĕсем курăмлă. Кун пирки тĕплĕнрех райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Дмитрий Геннадьевич Иванов каласа пачĕ.

1983 çулта Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. 2005 çулта Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн «Шоркистринский» производство кооперативĕнче менеджер пулса ĕçленĕ. 2011 çулхи апрель уйăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

- Дмитрий Геннадьевич, «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕ пирĕн районта мĕнлерех пурнăçланса пырать?

- «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне инвестици чылай явăçтарма май панă. Çакă вара ял хуçалăх производствин культурине улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурисем пурĕ 15803 гектар çинче акнă. Çакă 2010 çулпа танлаштарсан 106 процент пулать. Çĕр улми - 1442 (110 процент), пахча çимĕç 66 гектар (224 процент) лартса хăварнă.

Кăçал районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенчен 36700 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан ампар виçипе илнĕ вăтам тухăç 25 центнерпа танлашать. Çавăн пекех çĕр улмие 3474 гектартан пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан 155,1 центнерпа танлашать.

Хăмла плантацийĕсен лаптăкĕсене те çулран-çул ÿстерсех пыратпăр. Кăçал ăна 24 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пурĕ 356 центнер «симĕс ылтăн» пухса илнĕ. Ку енĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество тухăçлă ĕçленине палăртмалла - вăтам тухăç гектартан 16,8 центнерпа танлашнă. 195 гектартан пахча çимĕç 3040 тонна пухса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан - 155,9 центнер.

Кăçалхи октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче утă - 4594, сенаж - 4000, силос - 1050, витаминлă курăк çăнăхĕ 305 тонна хатĕрленĕ.

2011 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти пур шайри хуçалăхсенче 2236 тонна аш-какай туса илнĕ. Çăмарта туса илесси те ÿснĕ, вăл 5866 пинпе танлашнă.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме пултартăмăр. Халĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче 9933 пуç шутланать, çав шутра - 4246 пуç ĕне. Сыснасен йышĕ те ÿснĕ, 10642 пуçа çитнĕ. Уйрăмах кайăк-кĕшĕк йышĕн ÿсĕмĕ курăмлă, вĕсен шучĕ халĕ 187736 пуç.

- Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе мĕнлерех ĕçсем туса пыратăр?

- «Хура çĕр - анне кăкăрĕ вăл», - тенĕ ватăсем. Раççейре йăлана кĕнĕ çĕр айĕнчи пурлăх çук. Чăваш Еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ. Пирĕн патĕнче çак ĕç валли чи ăнăçлă йĕркелÿпе право условийĕсене тунă, мĕншĕн тесен çĕр ресурсĕсене шута илессине йĕркеленĕ.

Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе чылай ĕç туса ирттермелле. Кăçал 3635 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Хальхи вăхăтра 628,4 гектар çинче çак ĕçсене пурнăçланă. Ку енĕпе «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.», «Ванюков В.Н.», «Сергеев В.М.», «Тимофеев Н.В.», «Арманова Е.В.», «Васильев С.Н.», «Алексеев Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО уйрăмах пуçаруллă. Çак çитĕнÿсем çĕршывра «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне йышăннăранпа пулса пыраççĕ.

- Пур категориллĕ хуçалăхсем пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе мĕнлерех ĕçсем туса пыраççĕ? Юлашки çулсенче лизинг шучĕпе мĕн чухлĕ техника туяннă?

- Юлашки 5 çулта 79 единица çĕнĕ техника пурĕ 156 миллион та 496 пин тенкĕлĕх туяннă. Çав шутран лизинг шучĕпе 134 миллион та 896 пин тенкĕлĕх илнĕ. Ял хуçалăх техникине туянассипе «Иванова О.А.», «Павлов В.Ф.», «Арманова Е.В.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

- Ял хуçалăх ĕçченĕсене мĕн суннă пулăттăр?

- Ял хуçалăхĕ - экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркин хаклăхĕсене упраса хăварни, апла пулсан, пурнăç йĕркине, наци культурине тата сывлăхне, эппин, нацие хăйне те сыхласа хăварни. Ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕн пăхма тытăнмасан эпир йăх тымарне çухатнă çынсене çаврăнма пултаратпăр. Хамăр тымарсене пĕлмесĕр, историе тишкермесĕр хальхи пурнăçа тытса пыма тата пуласлăха тишкерме май çук: «Тĕшĕ тымара пăхать», - тымарĕ мĕнле, тĕшши те çавнашкал. Ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май эпĕ пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ĕçре ăнăçусем, тÿсĕмлĕх, çирĕп вăй-хал, çемьере тăнăçлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика