28 октября 2011 г.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Ара çырминче велокросра чупса Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш тапхăрти ăмăрту иртрĕ. Унта Мускав, Иваново, Челябинск, Ижевск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, хамăр республикăри Патăрьел, Çĕмĕрле тата пирĕн район спортсменĕсем хутшăнчĕç, пурĕ - 100 яхăн.
- Вăрмар çĕрĕ çĕршыври велосипедистсене ăмăртăва йышăнма яланах хавас. Пултаруллă велосипедистсем пирĕн районта та сахал мар, эпир вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр тата савăнатпăр. Паянхи ăмăртура сире пурне те ăнăçусем сунатăп, - терĕ райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин ăмăртăва уçнă май.
Старта чи малтанах 2000 çулсенче çуралнă, татах та кĕçĕнрех арçын ачасемпе хĕр ачасем тухнă. Пирĕн район командинчи М.Степанов пĕрремĕш, О.Николаев (Вăрмар поселокĕ), М.Чубукова (Çиçтĕпе) иккĕмĕш вырăнсене тухнă.
1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Н.Мясников (Мăнçырма) финиша чи малтан çитнĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. А.Чубуков (Çиçтĕпе) тăваттăмĕш пулнă.
1994-1995 çулсенчи юниорсем хушшинче спорт мастерĕн кандидачĕ А.Терентьев (Кавал, Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Юлашкинчен старта 1996-1997 çулсенчи арçын ачасемпе 1994-1995 çулсенчи юниоркăсем тухнă. Çивĕч кĕрешÿре спорт мастерĕн кандидачĕ Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер, Мускаври Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Юниоркăсенчен А.Тимофеева (Чăрăшçырма, Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) чи пултаруллă пулнине çирĕплетсе панă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Ăмăрту çĕнтерÿçисене дипломсемпе наградăланă, медальсем панă, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.
Октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрмарти стартсем хыççăн пултаруллă велосипедистсем Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн тăххăрмĕш тапхăрти ăмăртăвĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче тупăшнă. Кунта та Вăрмарсем пултарулăхпа палăрса тăнă. Хăйсен ушкăнĕсенче А.Терентьев пĕрремĕш, М.Степановпа М.Чубукова иккĕмĕш, Д.Яковлев, Н.Мясников виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ, А.Чубуков тăваттăмĕш пулнă.
Октябрĕн 21-27-мĕшĕсенче Ижевскра ирттернĕ Раççей Кубокĕн вуннăмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсенче те Вăрмар каччисемпе хĕрĕсем район чысне пултаруллăн хÿтĕленĕ. Вăлах Ижевскра радио завочĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ тупăшу пулчĕ.
Пултаруллă велосипедистсем халĕ Раççей чемпионатне хутшăнма хатĕрленеççĕ.