АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем вăйне кăтартнă

28 октября 2011 г.

Самбо енĕпе кĕрешсе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртура Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулти самбистсем чăннипех те вăйлă пулнине кăтартса панă. Тупăшăва хутшăннă 20 команда хушшинче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнса Кубока çĕнсе илнĕ. 13 çамрăк спортсменран тăракан команда район тата шкул чысне хÿтĕленĕ.

Çивĕч кĕрешÿре хăйсен виçисенче А.Федоровпа К.Михайлов пĕрремĕш, Д.Никитин иккĕмĕш, Н.Никитинпа К.Яковлев виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ыттисем те лайăх результатсем кăтартнă. Çамрăксене спортри ăсталăха ÿстерсе пыма, кĕрешÿ вăрттăнлăхĕн мелĕсене алла илме самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ Л.Уливанов тренер хăнăхтарать.

Ăмăрту вĕçленсен самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ, Шупашкарти «Ачасемпе çамрăксене хушма пĕлÿ паракан самбо енĕпе специализациленĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕ» директорĕ С.Малов ачасен кĕрешÿри ăсталăхĕ пирки Л.Уливанов тренера хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ: «Вăрмар районĕнчен самбо енĕпе тĕнче чемпионĕсемпе Кубокĕн çĕнтерÿçисем, СССР тата Раççей чемпионĕсем сахал мар тухнă. Вĕсен пархатарлă тĕслĕхĕпе хавхаланса паянхи çамрăксем спортăн анлă çулĕ çине тухма тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Вĕсем хушшинчен ăста самбистсем тухасса шанма пулать».

Пултаруллă спортсменсем халĕ ноябрĕн 12-мĕшĕнче район центрĕнче СССР спорт мастерне С.Уливанов самбиста асăнса ирттерекен юбилейлă 15-мĕш турнире, ноябрĕн 20 тата 27-мĕшĕсенче республикăра мала тухассишĕн Шупашкарта ирттерекен ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Çак ăмăртусенче те пирĕн ентешсен пысăк çитĕнÿсем тума шанăç пур. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕрремĕш çул кăна мар çак спорт енĕпе хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Тренерĕ те - Лев Кузьмич - çамрăксене хăнăхтармалли методикăна тахçанах алла илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика