28 октября 2011 г.
Чăваш Енре октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет.
Унăн тĕп тĕллевĕ - хĕрсемпе каччăсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, хăйсен сывлăхĕ тата тăван тавралăх тăрăмĕ тĕлĕшĕпе яваплă пулма вĕрентесси, вĕсене профилактика ĕçне хутшăнтарасси.
Çак тапхăрта муниципалитетсенче Сывлăх урокĕсемпе кунĕсем, кинолекторисем, физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, семинар-тренинг, интерактив мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Унăн программинче - «Сывă ÿт-пÿре - сывă чун» спорт мероприятийĕсем ирттересси. Çак вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсенчи волонтер командисем чи лайăххисене палăртас тĕллевпе хăйсен вăйне, тавçăрулăхне кăтартĕç. Хăш-пĕр шкулсенче «Чи сывă класс» конкурса ачасемпе класс ертÿçисем çеç мар, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнĕç. «Симĕс çĕлене» ан парăн» сывлăх сехетне те ирттерĕç. «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйлаççĕ» курав та малти вырăнта пулĕ. «Хăрушă йăнăшсем, сывă пурнăç йĕркин тĕп принципĕсем» тата ытти дайджестсемпе паллаштарĕç. Асăннă тапхăрта социаллă педагогсем те çамрăксене хумхантаракан йывăрлăхсемпе çыхăннă анкета ыйтăвĕсене хуравлама сĕнĕç.
Наркомание профилактикăлас ĕçе вăйлатас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Йĕркине тытса пыччăр тесе «Сăра вăл - наркăмăш», «Пирус туртни е сывлăх - хăвăр суйлăр», «Спорт - сывлăхлисемпе вăйлисен ĕçĕ» темăсемпе тематика каçĕсем тата ытти мероприятисем ирттерме палăртнă.