АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммунистсемпе олигархсем пĕрлешеççĕ?

28 октября 2011 г.

Мускаври компанисен «Савва» ушкăнĕн ултавлă ĕçне пула хваттер туянма пая кĕрсе пысăк укçа тÿленĕ çĕр-çĕр çын пурăнмалли кĕтессĕр юлнă, пин-пин çын ĕç çухатнă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче «Çĕнĕ хула» çĕкленеймен. Республикăн паянхи влаçĕсем «Савва» кÿнĕ сиене май пур таран пĕчĕклетес, унăн хуçисемпе ертÿçисене тивĕçлипе явап тыттарас тĕллевпе пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Çак лару-тăрура ШĔМ «Саввăн» директорсен канашĕн председателĕ Н.Колесников тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пĕтерни вара - чăннипех тĕлĕнтермĕш! Çакă коммунистсен Чăваш Енри лидерĕ, Патшалăх Думин депутачĕ В.Шурчанов унăн хутне кĕнипе сăлтавланнине пушшех ăнланма йывăр. «Савва» Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çурт-йĕр çĕклемелли чылай инвестици проектне пурнăçлама пикеннĕ: «Финн айлăмĕ», «Атăлçи платинумĕ», «Çĕнĕ хула»... «Индустрипе строительство комбинатне» модернизацилессине хăйĕн çине илнĕ, «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУО производствишĕн яваплă пулнă, «Сувар» хăна çурчĕллĕ спортпа сывлăх комплексне тума тытăннă. Çак ĕçсем валли вăл патшалăхăн коммерци банкĕсенчен пысăк кивçен илнĕ. Ĕç-хĕлĕн «тĕксĕм» енĕ - хуласемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприятисене пĕлсе тăрсах панкрута кăлармалли финанс операцийĕсем, уйрăм çынсем çурт-йĕр çĕклеме хывнă укçапа тĕллевсĕр усă курни, налуксем тÿлессинчен пăрăнни, укçана вăрласа-салатса пĕтерни, ăна чикĕ леш енне кăларни...

«Саввăна» пула республикăра хваттерлĕ пулма ĕмĕтленнĕ 1413 çын шăнман пăр çине ларса юлнă, компани вĕсен умĕнчи 2,1 млрд ытла тенкĕлĕх обязательствăсене пурнăçламан. «Саввăпа» ун предприятийĕсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене ЧР Президенчĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕсенче виçĕ хут тишкернĕ. Чăваш Енре кăна компани тытăмĕнчи организацисен ертÿçисем тĕлĕшпе 14 уголовлă ĕç пуçарнинче республика пуçлăхĕн позицийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Сентябрĕн пуçламăшĕнче республика ШĔМне Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Следстви департаментĕнчен уголовлă ĕç материалĕсене ыйтса янă. Хăйсен çак интересне Мускавсем РФ Патшалăх Думин депутачĕн В.Шурчановăн ыйтăвĕпе сăлтавланă. Валентин Сергеевичăн РФ Шалти ĕçсен министрĕн çумĕн - Следстви департаменчĕн пуçлăхĕн В.Кожокарĕн ячĕпе янă «депутат ыйтăвĕпе» паллашма сĕнетпĕр.

«Манран «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУОн «ВТК» АУО директорĕсен канашĕн председателĕ пулнă Н.Колесников хăйне саккуна пăсса уголовлă майпа йĕрлени пирки пулăшу ыйтрĕ», - тенĕ сентябрĕн 5-мĕшĕнче.

Шурчанов шухăшĕпе - «Н.Колесников Атăл тăрăхĕнчи, çав шутра Республикăри нумай предприятие реконструкцилес, производствăна çĕнетес тата персонала çĕнĕрен хатĕрлес тĕллевпе ют çĕршывсен пысăк инвестицийĕсене хывмалли проектсене пурнăçлассин пуçаруçи пулнипе паллă». Çав проектсем пурнăçланайманнине вара Чăваш Енри коммунистсен лидерĕ 2008 çулхи финанс кризисĕпе сăлтавлать. «Н.Колесников тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни Чăваш Республикин право хуралĕн органĕсем хуçалăх субъекчĕсен хутшăнăвĕсене кĕнине кăтартма пултарать, çакна следстви объективлăхне тивĕçтерес тĕллевпе тĕплĕн тĕрĕслемелле», - пĕтĕмлетнĕ Валентин Сергеевич.

ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумне - Следстви управленин пуçлăхне Раççей ШĔМĕн Следстви департаментне чĕнсе илнĕ. Н.Колесников тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пĕтерме хушнă. Мĕншĕн хисеплĕ депутата хваттерсĕр, ĕçсĕр юлнă пин-пин çын нуши-хуйхи мар, хуçалăх субъекчĕсен хушшинчи тавлашу интереслентерет; Халăх нушисене чăннипех çывăха илес тĕк хайхи «депутат ыйтăвĕнче» те чи малтанах шăнман пăр çине ларса юлнă çынсен нушисене хÿтĕлемеллеччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика