АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалу виçи, ытти ыйтусем

28 октября 2011 г.

Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота килнĕ.

Ăна ЧР Президенчĕ М.Игнатьев йышăннă. Михаил Васильевич хăнана аслă ăрури çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунипе паллаштарнă, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ уйрăм категорири çынсем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен пуçлăхĕн асăннă Указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 40 çул ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсемпе 45 çул ĕçленĕ арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа чыслĕç. Аса илтеретпĕр: асăннă саккунпа республикăри ĕç ветеранĕсем уйăхсерен социаллă пулăшу шучĕпе 980 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн 50 процент укçан компенсаци илеççĕ.

Паянхи кун «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме 26 пин çыннăн ирĕк пур. Президент учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 13108 тенкĕ пулнине палăртнă, çулталăк вĕçĕнче вăл 14500 тенкĕпе танлашмалла. Республикăн 2012 çулхи бюджетне йышăнсан педагогсен ĕç укçине татах ÿстерес ыйтăва татса парĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан педагогсен ĕç укçине кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен тата 14,7 процент ÿстерме республика бюджетĕнчен 103,8 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă, вăл шутран 89,7 млн тенкине - учительсен шалăвне пысăклатма.

Çапла майпа педагогсен шалăвĕ, 2011 çулхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан, 30 процент е 3000 тенкĕ ытларах пысăкланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика