АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсем удостоверени илнĕ

28 октября 2011 г.

ЧР пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕнче РФ Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн удостоверенине илнĕ. Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ октябрĕн 18-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ Патшалăх Думине депутатсем суйлама сĕннĕ кандидатсен федераци списокне регистрациленĕ. Чăваш Енĕн 21-мĕш регион списокне çичĕ çын кĕнĕ. Пĕрремĕшĕ - М.Игнатьев Президент. Президент «Единая Россия» партин халăха каламалли сахал маррине палăртнă. Калăпăр - йывăрлăхсене пăхмасăр çынсен пурнăç шайĕ ÿсет. Политика партийĕн ертÿлĕхĕ суйлавçăсен пур ыйтăвне те уçăмлă, ним хитрелетмесĕр хуравламалли позицие çирĕп пăхăнать. Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн удостоверенине çавăн пекех Патшалăх Думин хальхи депутачĕ, Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн ертÿçи К.Косачев, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Ю.Попов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Р.Тихонов тата республикăри Президент Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ А.Самойлова илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика