АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмелли, танлаштармалли нумай

25 октября 2011 г.

Мĕнле ял хуçалăх культурисем пĕлетпĕр-ха; Паллах, тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурисем, тĕрлĕ пахча çимĕç... Анчах та çак культурăсене урăхла пайлама та пулать иккен - политикăпа çыхăннисем тата унран айккинче тăраканнисем. Тĕлĕнетĕр-и; Малтан эпĕ те тĕлĕнтĕм, анчах Вăрмар поселокĕнче пурăнакан паллă агроном, хурт-хăмăр ăсти И.Терентьев каласа панине илтсен урăхларах шутлама пуçларăм.

Илья Терентьевич 1929 çулта Тикаш ялĕнче çуралнă. Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, 1947 çулта пуçламăш класс учителĕн дипломне илет. Икĕ çул Шăхаль шкулĕнче вĕрентнĕ хыççăн çар ретне тăрать. Служба Германире иртет. 4 çул хушшинче пурнăç çине те вăл урăхларах пăхма тытăнать.

Хресчен ывăлĕ пулнă май, ăна мĕн ачаранах çĕр ĕçĕ илĕртнĕ. Тата Н.Хрущев вăхăчĕ те çитнĕ. Никита Сергеевич вара ял хуçалăхне чылай тимлĕх уйăрнă: «Çĕршывăн пултаруллă çыннисем ял хуçалăх институчĕсене вĕренме кĕмелле», - тенĕ вăл. Çамрăк чăваш каччи партин I-мĕш секретарĕ чĕнсе каланине чĕре патне çывăх илнĕ. 7 кун хушшинче экзамена хатĕрленсе Хусанти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. (Вăл вăхăтра пĕр вырăна 13 абитуриент заявлени панă пулнă). 1958 çулта Илья Терентьевич ученăй агроном ятне илет. Акă - институтпа сыв пуллашмалли каç. Çавăн чухне ĕнтĕ çамрăк агроном ĕçтешĕсем умĕнче хĕрÿллĕн тухса калаçать, çерем çĕрсем уçма кайма чĕнет. 150 çынран 40-шĕ унăн шухăшĕпе килĕшеççĕ.

Казах ССРĕнчи Кустанай облаçĕнчи «Новопокровский» хуçалăх хăйĕн анлă уй-хирĕпе кĕтсе илет. Тĕш тырă культурисем кăна кунта 27 пин те 800 гектар йышăннă (танлаштарма - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Вăрмар районĕнче пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕрсен лаптăкĕ 23 пин гектарпа танлашнă, хуçалăхра 87 комбайн пулнă, анчах пурте вĕсем - кăкарса çÿремеллисем. Каламасăрах паллă ĕнтĕ - кун пек пысăк хуçалăхра тĕп агрономăн ларса канма та вăхăт пулман.

1958 çулта çитĕннĕ тыр-пул куçа илĕртнĕ. Пурте пысăк тухăç - гектартан 20 центнертан кая мар илме - ĕмĕтленнĕ. Çанталăкĕ те лайăх тăнăран тырра тÿрремĕнех, кушăрхаттармасăрах, çапса илме шутланă. Анчах та шаннă йăвара пĕрмаях кайăк пулмасть çав. Ку хутĕнче те çапла килсе тухнă. Казахстан компартийĕн Тĕп комитечĕн 1-мĕш секретарĕ Беляев юлташ тырра уйрăммăн вырса типтерлеме хушу кăларать.

- Уйăх хушши тĕш тырă çултăмăр, - каласа парать Илья Терентьевич. - Çулса пĕтертĕмĕр - çумăрсем пуçланчĕç, çапса илме ĕлкĕреймерĕмĕр те. Пĕтĕм тыр-пул сая кайрĕ тесен те юрать. Сăлтавĕ мĕнре-ши тесе нумай шутланăччĕ. Хуравĕ çакăнта пулĕ тетĕп: Тĕп комитетăн бюро членĕсен пурин те Ылтăн Çăлтăр пулнă, Беляевăн вара - çук. Хăйне евĕрлĕхпе палăрасшăн пулнă та ĕнтĕ вăл. Лару-тăрăва çамрăк агрономпа хуçалăх ертÿçи çÿлтен хушнинчен кăштах пăрăнни пулăшнă. Çичĕ комбайн тырра тÿрремĕн çапса тĕшĕлени çитес ака валли вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлеме май панă. Çавна пулах хуçалăх ертÿçисене прокуратура чăрмантарман-ха. Хăш-пĕр кÿршĕ хуçалăхсенчи руководительсене ĕçрен те кăларнă, суд умĕнче явап тытакансем те пулнă.

Акă 1959 çулхи кĕркунне те çитнĕ. Халĕ вара тепĕр хушу - тыр-пула тÿрремĕн пухса кĕртмелле. Анчах уйра пĕлтĕртенпе выртса юлнă тырăпа кайран акнă вăрлăх тикĕс шăтман: хăш тĕлте пучахсем саралнă та, тепĕр çĕрте сип-симĕс ларнă. Совхоза парти обкомĕн 1-мĕш секратрĕ Бородин килсен çапла ыйтнă: вырмана мĕнле меслетпе йĕркелесен лайăхрах пулĕ; Тĕп агроном, иртнĕ çул сахал мар нуша тÿснĕскер, çапла каланă: «Лартсассăн тĕрмене лартăр, анчах тырра малтан çулса кушăхтарса кĕртмелле». Бородина хăй шухăшне калама хăраман çамрăк сăмахĕсем килĕшнĕ, вăл специалист шухăшне шута илме кирлине каланă. Илья Терентьевич çак калаçу вăхăтĕнчех хуçалăхран тырă турттарса тухма тепĕр 100 хушма грузовик ыйтнă. Кунсерен Кустанайри элеватора 140-150 автомашина çула тухнă. Пухса илнĕ тыр-пула 5 кунрах турттарса тухма май килнĕ. Анчах та çухатусăр пулман, çавăнпа та ку хутĕнче И.Терентьева прокуратурăна чĕннĕ, «саботаж» статьяпа айăплама пăхнă. Каярах, ăнланса пĕтсен, айăплава сирнĕ, анчах Илья Терентьевичăн, хăй калашле, «политикăлла ял хуçалăх» культури тырă пирки - улшăннă.

(Вĕçĕ пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика