АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ автанăн» хÿри вăрăм

25 октября 2011 г.

Пушар - чи хăрушă пулăм, пурлăха пĕтерет, çын кун-çулне татать. Çавăнпа яланах пушар тухасран сыхланмалла, асăрхануллă та тимлĕ пулмалла. Электрохатĕрсемпе тата шăрпăкпа пĕлсе усă курмалла.

Çак кун тĕлне пирĕн районта 25 пушар пулнă, вĕсенче пĕр çын вилнĕ. «Хĕрлĕ автан» поселокра, Кавал, Кĕтеснер, Кивĕ Вăрмар тата Чупай ял тăрăхĕсенче ытларах авăтнă. Унта пурăнакан çуртсемпе хушма хуралтăсем çуннă. Пĕлтĕр çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтартусем лайăхрах: ун чухне 27 пушар пулнă, анчах та 2 çын вилнĕ.

Иртнĕ уйăхра районта икĕ пушар алхаснă. Пĕри Хĕрлĕçырта пурăнакан 76 çулти хĕрарăм килĕнче пулса иртнĕ. Çулăмра унăн пÿрчĕ çунса кайнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пушар сăлтавĕ - электрооборудование тĕрĕс мар вырнаçтарни. Урнар ялĕнче пурăнакан 54 çулти çын килĕнче пулнă пушар та пурăнмалли çурта тĕп тунă.

Ĕлĕк йывăç çуртсенче пушар ытларах алхаснă пулсан, хальхи вăхăтра евроюсав тунисем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, мĕншĕн тесен пластикран хатĕрленĕ япаласем хăвăрт та вăйлă çунаççĕ. Çавăнпа та илемлĕх çинчен кăна шухăшламалла мар, хăрушсăрлăх пирки те асра тытасчĕ.

Пушар ытларах пурăнакан çуртсенче, хушма хуралтăсенче пулать, мунчасенче те вут-кăвар алхасать. Ытларах чухне пушарăн сăлтавĕ вăл - электрооборудование тĕрĕс мар вырнаçтарни тата электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курманни. Вут-кăварпа асăрхануллă пулманни, пирус туртнă чухне тимсĕр пулни пушар тухас хăрушлăх кăларать. Ача-пăча шăрпăкпа тата вутпа выляни те - пушар сăлтавĕ. Çавăн пекех кăмакасене йĕркеллĕ вырнаçтарманни тата вĕсемпе тĕрĕс мар усă курни те пушара алхастарать. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă май пушар тухасси пушшех çивĕч, çавăнпа тата асăрхануллăрах пулмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçласа пырасси - кашни çыннăн тĕллевĕ, вĕсене пăхăнсан «хĕрлĕ автанран» сыхланма пулать.

Çапах та пушар тухсан пулăшу ыйтма васкамалла. Районти 39 номерлĕ пушар чаçĕн ятарлă виçĕ машина пур, Энĕшпуç постĕнче - пĕрре. Инструкци тăрăх вĕсен районти ялсене пушара сÿнтерме 20 минутра çитмелле, поселокра - 10 минутра. Çавăн пекех вут-кăварпа пушар хăрушсăрлăхĕн ирĕклĕ хуралĕсем кĕрешеççĕ, вĕсем инкекре чи малтан пулăшу параççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ирĕклĕ команди Энтрияльпе Кавал ял тăрăхĕсенче вырнаçнă, унта пушар машинисем те пур, вĕсемпе икшерĕн ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕн ирĕклĕ дружинисем пĕтĕм ял тăрăхĕсенче те йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика