АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт хăпарать

25 октября 2011 г.

Йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем тăвас тесен çурт-йĕр çĕкленекен пĕтĕм территорине хальхи инженери, çул-йĕрпе транспорт тата социаллă пурнăç инфратытăмĕсемпе тивĕçтермелле. Юлашки çулсенче, республикăра, районсенче çурт-йĕр тăвассипе строительсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Шупашкарти «Çĕнĕ хула» та çĕкленет. Çавăн пекех пирĕн районта та халăха валли çурт-йĕр хăпартассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. 2008 çулта - 38000, 2009 - 38400, 2010 - 38551, 2011 çулта 39320 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă.

Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - юхăнса кайнă çуртсенчен граждансене хăтлă çурта куçарасси. «Чăваш Республикинчи юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕрсенчен граждансене куçарасси» Программăпа килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă. Çавна май 2009 çулта 12 çемьене авариллĕ çурт-йĕртен куçарнă, çак ĕçе пурнăçлама асăннă программăпа 8,50 млн. тенкĕ тăкакланă. 2010 çулта ку енĕпе республикăран хушма укçа-тенкĕ уйăрнă, 12 çемьене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. 2011 çулта 42 çынна авариллĕ çурт-йĕртен куçарма пăхнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта поселокри Некрасов тăкăрлăкĕнче тепĕр çĕнĕ çурт хăпарать. Ăна пурнăçлаканĕ «Урмаская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Кунта çитес вăхăтра юхăннă çуртра пурăнакан 18 çемье хăтлă хваттерсене куçĕ. Унсăр пуçне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ участникĕ те çак çуртра хăтлăх тупĕç.

Çĕнĕ капмар çуртăн виççĕмĕш хутне хăпартас ĕç пырать. Юрий Геннадьевич Васильев прораб каланă тăрăх, асăннă çурта кăçал декабрь уйăхĕнче хута ямалла. В.Романов, Г.Смирнов, А.Груздьев, Д.Иванов, А.Дмитриев каменщиксем, С.Александров крановщик, В.Васильев тракторист, В.Николаев, А.Иванов, А.Степанов, В.Белов водительсем ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Çурт-йĕре хăпартнипе пĕрлех кунта шал енчен штукатурка ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ, çавăн пекех пластик кантăксем лартаççĕ, çут çанталăк газĕ кĕртессипе те ĕçсем пыраççĕ. Шыв, канализаци пăрăхĕсем хывнă та ĕнтĕ. Çитес вăхăтра электричество çути кĕртессипе ĕçлеме тытăнĕç.

Пĕтĕмĕшле каласан пур хăватпа тăрăшса ĕçлеççĕ строительсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика