25 октября 2011 г.
«Ял медицинине модернизацилесси: аталану çул-йĕрĕсем» ятпа Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче форум иртнĕ. Унта ЧР Президенчĕ М.Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, медицина учрежденийĕсен ертÿçисем, сывлăх сыхлавçисем, аслă шкул студенчĕсем хутшăннă.
Пирĕн республикăра халăхăн 41,1 проценчĕ ялта пурăнать. 2011-2012 çулсенче модернизаци программипе ял тăрăхĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене аталантарма 4,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çавна май 8 больницăра юсав ĕçĕсем пуçланнă. 22 учреждение 422,7 млн тенкĕлĕх медицина оборудованийĕпе тивĕçтерĕç.
ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ В.Муллина социаллă программăсем тавра калаçу пуçарнă. Чăваш Республики çемье тухтăрĕн офисĕсен ĕçне ытти регионсенчен малтан йĕркеленине палăртнă. Патшалăх тата муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн ял тăрăхĕсенчи учрежденийĕсенче тăрăшакансене уйăхсерен вăтамран 864,41 тенкĕ хушса параççĕ. Районсенче тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсем çитменни вара - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Раççей премьер-министрĕ В.Путин яла ĕçлеме килекен çамрăк тухтăрсене килес çул пĕр миллион тенкĕ пама йышăнни пирки те сăмах хускатнă форумра.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма 17 млрд тенкĕ уйăрма палăртни çинче чарăнса тăнă.