25 октября 2011 г.
М.Игнатьев Президент ЧР Патшалăх Канашне тата халăх патне çулсерен яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă.
Çак документра вăл правительствăн, парламентăн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕçĕн кĕске тата нумай вăхăтлăх стратегийĕн программине йĕркелеме çитĕнÿсемпе пĕрлех çивĕч ыйтусене те уçăмлăн палăртĕ. Çырăва хатĕрленĕ чухне республика пуçлăхĕ Чăваш Ен халăхĕн, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăш-кăмăлне те шута илĕ. Сĕнĕвĕрсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail: analit2@cap.ru. «Çырăва хатĕрлеме» тесе палăртмалла.
Тел.: 8(8352) 39-35-73, 39-35-75.