АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейпе саламласа

21 октября 2011 г.

Тăван хаçат «Хĕрлĕ ялав» -

Чун-кăмăлăм уççи.

Кунти статйи, сăвви, калав...

Пĕлÿлĕх «хутаççи».

Тăр кăнтăрла, каçпа-ирпе

Ăна вуланă май

Район хыпарĕ пĕтĕмпе

Пуçра юлать нумай.

Хастаррисен ĕç ÿсĕмне

Куратăн хаçатра.

Ĕççин пахалăх-тухăçне

Пĕлетпĕр вулавран.

Çынран илме ыр тĕслĕхне,

Паха ăс-хал пухма.

Хаçат уçать хăй «алăкне»

Пире кĕрсе тухма,

Хисеплеме те чыс тума

Ĕçри малтисене.

Е тав сăмахлăн ыр сунма

Пире хаçат чĕнет.

Чи лайăххи, мĕн пур çĕнни

Хаçат йĕркисенче -

Вăй-хал хушать Вăрмар çынни

Хĕрÿ ĕç вахтинче.

Ватти-вĕтти е шкул ачи

Вулаç хайлавсене.

Чи усăллă хыпар «тĕнчи»

Тухать шав куç умне.

Паха парне пек кил-йыша

Хаçат çĕнни килсен

Ун техĕмне, хакне, ăшпа

Чунпа туйса илен.

Мĕн чухлĕ сăн ÿкерчĕксем

Вăрмар ĕçченĕсен.

Хыпарсенче кăтартнисем,

Чуна çĕкленисем.

Пĕр сăмахне сиктермесех

Хаçатăм вуланать,

Çунат хушсан çак чун-чĕре

Татах хавхаланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика