АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак, редактор, писатель

21 октября 2011 г.

Тăсать пĕрмине терт-асаплăн

Паталлă алли пур вăйран,

Чĕре суранне тăвар сапнăн,

Йĕртет купăсне ветеран.

Юхать кĕвви хурлăхлăн, шавлăн,

Тăсать ват салтак купăсне.

Куçне курăнать-тĕр Варшава,

Берлин, тен, килет-тĕр асне.

Йăлтах асилме çăмăл мар-тăр,

Асра тĕл пулма туссемпе.

Куççуль кăларман «хурçă гварди»

Йĕртет купăсне куççульпех.

Ку сăвă йĕркисене А.Смолин поэт Василий Алендее халалласа çырнă. Çапла пирĕн хаклă ентешĕмĕр, Аслă вăрçă ветеранĕ, чăваш халăх çыравçи çуралнăранпа 92 çул çитрĕ. Ăçта кăна вăй хуман-ши Василий Степанович; ФЗО шкулĕн директорĕ пулса, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналта, «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та. Нимле ĕçрен те хăраман вăл. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă. Вăрçăран аманса таврăннăскер, шăп та лăп «Хĕрлĕ ялавра» хăйĕн ăсталăхне туптанă, 30 ытла кĕнеке кăларнă писатель сăнарсене хамăр район çыннисенчен илнĕ.

Василий Степанович нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 10 пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Анчах, шел, вăхăт никама та шеллемест. Çапах та, Турра шĕкĕр, хаклă ентешĕмĕрĕн тăванĕсем тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - А.Палайтиене. Антонина Мефодьевна вĕрентекен пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Вăл Василий Степановичăн чи çывăх юлташĕн Пантелеймон Мефодьевич Мефодьевăн йăмăкĕ пулать.

Василий Степанович мăшăрĕпе, Дарья Софроновнăпа пĕрле, 4 хĕр те 2 ывăл çитĕнтернĕ.

Тăван ял, тăван шкул кашнин чĕринче ĕмĕр-ĕмĕр асра пурăнать. Василий Степанович та тăван шкула çÿренĕ, унтан Мăнçырмара вĕренсе çирĕп пĕлÿ илнĕ.

Чăваш чĕлхи, чăваш юрри, чăваш сăмахĕ...

Чăваш çыннин кăкăрĕнче тапса тăран.

Вут пек хĕрÿ чĕри нихçан та чарăнман,

Пулман нихçан ниçта та ун тумхахĕ.

Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă, районтан тухнă пĕртен-пĕр Чăваш халăх писателĕ ята тивĕçнĕ В.Алендей 1989 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика