АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене социаллă пулăшу памаллах

21 октября 2011 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн хутшăннă. Информаци кунĕн тĕп темисем: «Чăваш Республикинче пурăнакан халăха социаллă пулăшу парассипе хушма мерăсем çинчен», ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçлесси тата ялта пурăнакан граждансене пулăшу парасси.

Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулчĕ, асăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ. Унтан райадминистрацин яваплă çыннисемпе пайланса Энтрияль, Пысăк Енккасси, Кавал, Аслă Чак, Тикаш, Кĕтеснер ял тăрăхĕсене çитсе курчĕ.

Тикаш, Кĕтеснер. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, «АККонд» АУОн генеральнăй директорĕн заместителĕ С.Кириллов асăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, культура, библиотека, вĕрентÿ, почта ĕçченĕсемпе, ял активĕпе тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ.

Энтрияль. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин надзор тата контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ял тăрăхĕн администрацийĕнче, пуçламăш шкул - ача садĕнче, Шăплатри пуçламăш шкулта, ял клубĕнче, библиотекăра, райпон суту-илÿ лавккинче пулса курчĕç. Пуçламăш шкул-ача садĕнче хăтлă та таса. Кунта вĕрентекенсемпе воспитательсем, воспитатель пулăшуçисем 11 çын ĕçлеççĕ. Вĕсем 37 ачана пăхса тăраççĕ. Унăн заведующийĕ Г.Григорьева юлашки çулсенче вĕрентÿ ĕçченĕсене патшалăх тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Çавна май вĕсен ĕç укçи те ÿссех пынине пĕлтерчĕ. Ачасене вĕрентÿпе воспитани памашкăн пур условисем те пур. Вĕренÿ хатĕрĕсем çителĕклĕ, ачасене шкулта кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Пĕрлехи информаци кунне килнĕ М.Федотов, Ю.Соколов ачасем еплерех вĕреннипе кăсăкланчĕç, çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе те паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Унтан ĕçлĕ ушкăн Шăплатри пуçламăш шкулта пулса курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе, вĕрентÿ процесĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Ялти библиотекăра вырăнти халăхпа уçă калаçу иртрĕ. Шăплат çыннисене клубра çутă çукки, ял çывăхне автобус çÿременни пăшăрхантарчĕ. Çавăн пекех вĕсем хăйсен вăйĕпе нумаях пулмасть кĕпер хывнине те пĕлтерчĕç. Асăннă ялта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те сахал мар. Акă А.Игнатьев, В.Андреев, А.Андреев, А.Александров тата ытти фермерсем çĕр улми тата купăста туса илессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Пысăк Енккасси, Кавал, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче те иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика