21 октября 2011 г.
Çын япала тата тумтир тĕнчипе кăна пурăнмасть. Унăн ăс-хакăл аталанăвĕнче культура пысăк вырăн йышăнать. Çакă вăл - ÿнерĕн анлă тĕнчи, художествăлла пултарулăх, литература, массăллă коммуникаци хатĕрĕсем, канăва йĕркелесси.
Пирĕн республикăри культура сферинчи ÿсĕмсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова каласа пачĕ.
- Роза Михайловна, ял культурине уйрăм ăнлав пек калама пулать-и, е çакă вырăнлах та мар пек-и?
- Хальхи обществăна хула тата ял çыннисем çине пайлани тĕрĕс мар. Çавăн пекех хула тата ял культури çинчен уйрăммăн калама та çук. Хулапа ял хушшинчи уйрăмлăхсене вăхăт пĕтерсе пырать, çавăнпа та тĕнче, Раççей культурине йышăнма нимĕнле чăрмав та çук. Республикăри культура программисем те территори никĕсĕпе мар, отрасль тăрăх йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра отраслĕн чи кирлĕ юхăмĕсенчен пĕри 2007 çулта пуçланнă. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ялти культура учрежденийĕсене çĕнетес ĕç пырать. 2007-2010 çулсенче 46 клуб учрежденине çĕнетнĕ. Вĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, çĕнĕ техника оборудованийĕсемпе пуянлатнă. Творчествăлла коллективсем валли сцена çине тăхăнса тухма 600 костюм çĕлетнĕ. Унсăр пуçне компьютер, видеопроекци оборудованийĕсен пĕтĕм комплекчĕсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал тата культурăпа канăвăн муниципаллă 2 учрежденийĕ (Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнчи социокультура учрежденийĕ тата Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи çамрăксен ялти çурчĕ) асăннă комплектсене илĕ.
Тăватă çул хушшинче асăннă программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕм çăл куçсенчен 199 миллион тенкĕ уйăрнă. 2011 çулта республика бюджечĕн укçи-тенкипе культурăпа кану учрежденийĕсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 20 миллион тенкĕ уйăрнă, çак укçа-тенкĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле культурăпа канăвăн тата 30 учреждение тĕпрен çĕнетме палăртатпăр.
Модернизациленĕ культура учрежденийĕсен творчествăлла аталанăвне тишкернĕ май эпир вĕсем вырăнти халăха кирлине уççăнах куратпăр. Калăпăр, вĕсенче юлашки вăхăтра тÿлевлĕ мероприятисене çÿрекенсен йышĕ - 21,6 процент ÿснĕ, культура учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетнĕ вăхăтран пуçласа 18,4 процент ытларах тупăш илнĕ. Клуб учрежденийĕсене хальхи вăхăта тивĕçтерекен оборудованисем панă хыççăн вĕсенче сасă çыракан студисем, картинăсен галерейисем, ÿнерлĕхе юратакансен шкулĕсем, спорт клубĕсем, çамрăксен театрĕсем уçăлчĕç.
Кашни çулах республикăри яллă вырăнсене концертсемпе, спектакльсемпе тухса çÿресси ÿссех пырать. Енчен те 2008 çулта 632, 2009 çулта 672 хут тухса çÿренĕ пулсан, 2010 çулта вара - 910 хут. Ялти культура учрежденийĕсене çĕнетни çакăн пек ÿсĕмсем тума пулăшать. Вĕсенче творчество коллективĕсем валли спектакльсем, концертсем лартмашкăн вырăнсем йĕркелеççĕ.
- Нумаях пулмасть çамрăк библиотекарьсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртрĕ. Мĕншĕн-ха пирĕн республикăра ăна ирттерме палăртнă?
- Çакă ăнсăртран мар, паллах. Библиотека ĕçне аталантарассипе Чăваш Ен лидерсен шутĕнче. Ял библиотекисене çĕнетес ĕç пысăк калăпăшлă тата хăйне евĕрлĕ проектсенчен пĕри пулса тăчĕ. Тĕрĕссипе каласан, Чăваш Ен ялсенче тĕслĕх библиотекăсем йĕркелессипе (500 ытла библиотека) Раççейре малтисен йышĕнче. Пирĕн тăрăхри библиотекарьсем те çĕннине пĕлме ăнтăлаççĕ, творчествăлла тавра курăма аталантараççĕ. Çавăнпа та пулĕ ĕçтешсем те пирĕн опытпа паллашма, çĕнĕ библиотека мĕнлерех ĕçленине курма килнĕ.
Кăçал Чăваш Республикин Наци библиотекин тăватă хутлă хушма çуртне туса пĕтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама федераллă тата республика бюджечĕсенчен 249 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакăнтах Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекинче электронлă ресурссемпе усă курмашкăн ятарлă центр тума палăртатпăр.
Чăваш Республикинчи ял библиотеки социокультура тата информаци тĕлĕшĕнчен пĕтĕм тапхăрти улшăнусем витĕр тухрĕ. Çуртсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. Информацин çĕнĕ технологийĕсемпе, Интернет ресурссемпе анлăн усă кураççĕ.
Халăхăн компьютер пĕлĕвĕн ăсталăхне ÿстерессипе библиотекăсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул 14 пин çын ку енĕпе хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ, çав вăхăтрах 12 пин çынна тĕрлĕ ыйтусемпе консультацисем панă.
- Халăх пултарулăхĕн творчестви вырăнти хăй тытăмлăхшăн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕ-и?
- Раççейри пур регион та пирĕн республикăри пек хăйне евĕрлĕхĕпе мухтанма пултараймасть. Культурăпа кану центрĕсенче пултарулăх коллективĕсемпе хăйсен пултарулăхне кăтартакан пĕрлешÿсем 6 пин ытла шутланаççĕ, вĕсенче 83,5 пин çын хăйĕн ăсталăхне кăтартать. 200 ытла творчествăлла коллектив «халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ.
2010 çулта Раççейĕн паллă 20 коллективĕ хушшинче Шупашкарти тракторсем тăвакан завод çумĕнчи «Сувар» халăх ансамблĕ ( ертсе пыраканĕ РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Музыкантов) «Раççей Федерацийĕн халăх творчествин тава тивĕçлĕ коллективĕ» ята тивĕçнĕ.
Чăваш Енри кашни районта творчествăлла аталанакан, халăх йăли-йĕркисене упракан çынсем пурри савăнтарать, вĕсен хушшинче тĕрлĕ шайри пуçлăхсене те палăртмалла. Тĕрлĕ улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра та вĕсем культурăна тимлĕх уйăрнă, творчествăлла коллективсене, халăх пултарулăх коллективĕсене пулăшса пынă. Етĕрне районĕнчи А.Айдак пуçлăх культура ĕçне пысăк тÿпе хывнă. Культура ĕçне тимлекен районсенче паянхи кун та художествăлла пултарулăх коллективĕсем вăйлă ĕçлекенсенчен пĕрисем шутланаççĕ.
- Электронлă ресурссемпе Интернет пурнăçа анлăн кĕрсе пынă май ачасен искусство шкулĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ-и?
- Телее, çук. Ачасен искусство шкулĕсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем Чăваш Енре 46 шутланаççĕ. 2006-2010 çулсенче асăннă шкулсенче пĕлÿ пухакансен йышĕ 13 процент ÿсрĕ. Раççейĕпе илсессĕн ку кăтарту 12 процентпа танлашать, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан - 10 процент. Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакан кашни улттăмĕш ача ачасен искусство шкулне çÿрет.
Юлашки çулсенче художествăлла пĕлĕвĕн пуçламăш системин йĕркеленĕвĕ федераллă шайра пысăк пулăшу илнĕ. Çавна май саккунсем кăларакан тата пурнăçлакан влаçсем художествăлла вĕрентĕвĕн çĕнĕлĕхĕсем пирки кирлĕ йышăнусем тунă. Эпĕ кунта «Вĕрентÿ çинчен» федераллă саккун пирки калатăп. Сăмах кунта чи малтанах «музыкăпа художествăлла пултарулăх шкулĕ» вырăнне «ачасен искусство шкулĕ» ăнлав çинчен пырать.
Хальхи вăхăтра республикăри культура сферинче «Чăваш Ен культури: 2010-2020 çулсем» республикăри тĕллевлĕ программăн «Чăваш Республикинчи çамрăк талантсене хавхалантарасси тата художествăлла пĕлĕве аталантарасси çинчен» хушма программи пурнăçа анлăн кĕрсе пырать.
Çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл ачасен искусство шкулĕсем муниципаллă учрежденисем пулни, вĕсен шăпи муниципалитетсен пуçлăхĕсенчен те килет. Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсенчен чылайăшĕ ачасен искусство шкулĕсене творчество çурчĕсем пек йышăнаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем хушма пĕлÿ паракан учрежденисемех шутланаççĕ. Анчах та вĕсен тĕп тĕллевĕ - талантлă ачасене тупса палăртасси, вĕсене мĕн пĕчĕкрен ку е вăл ăсталăха туптама вĕрентесси. Çавăнпа та муниципалитет пуçлăхĕсене ачасен искусство шкулĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки палăртса хăварасшăн.
- Сирĕн ведомство пичет ыйтăвĕсемпе те ĕçлет. Хальхи тапхăрта район хаçачĕсен шăпи еплерех пулса пырать?
- Раççейĕн ытти регионĕсемпе танлаштарсан Чăваш Ен район хаçачĕсене упраса хăварма пултарчĕ. Финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăл мар вăхăтра республикăна ертсе пыракансем тăрăшнипе район хаçачĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Хальхи вăхăтра район хаçачĕсем вулакансемшĕн чи çывăххисем пулса тăчĕç, вĕсене шанаççĕ, çырăнаççĕ. Акă, сăмахран, 2010 çулта «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2717 çын çырăннă пулсан, 2011 çулта унăн тиражĕ 3000 çитрĕ.
Район хаçачĕсем çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшаççĕ: форматне, сăн-питне, содержание улăштараççĕ. Кашни район хаçачĕн хăйĕн сайчĕ пур. XXI ĕмĕр - информаци технологийĕсен ĕмĕрĕ. Çавăнпа та редакцисен web-ресурссене кĕрекенсен йышĕ çулран-çул ÿссех пырать. Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатăн сайчĕ, Çĕмĕрлери «Малалла» хаçатăн таблоичĕ çĕнелсе пыни куç кĕрет.
Пирĕн çавăн пекех «Чăваш Республикин Интернет-пĕлтерĕвĕ», «Чăваш Ен архивĕсем», «Чăваш Ен культурин провайдерĕ» проектсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн паха опытпа ытти регионсем те хаваспах паллашаççĕ. Пушкăрт Республикинче ку енĕпе ятарласа презентаци иртĕ.
Информаци уçлăхĕнче чи пĕлтерĕшлĕ вырăн наци телерадиовещани йышăнать. Наци радиовĕ икĕ çул ытла ĕçлет, нумаях пулмасть вара наци телевиденин тест вещанийĕ уçăлнă. Çĕнĕ каналăн передачисене хальлĕхе Шупашкарти кабель сечĕсемпе курма пулать, цифрăлла телевидени çине куçнă май ăна вара Чăваш Енри пур çын та пăхма пултарĕ. Куракансем вара ача-пăча передачисене те, вĕрентÿ, спорт, художествăлла программăсене, юратнă спектакльсене, чăвашла тата вырăсла тухакан видеофильмсене курма пултараççĕ.
- Çынсем культура ÿсĕмĕсем патне ытларах туртăнччăр тесен тата мĕн тума пулать?
- Культура тата искусство учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕсенчен пĕри фондри материалсене электоронлă цифрăллă вариант çине куçарасси пулса тăчĕ. «Чăваш Ен культурин эткерĕ» çĕнĕ порталĕнче 1500 ытла страница вырнаçтарнă, ăна уйăхсерен 1000 çын пăхса тăрать. Чăваш Ен архивĕсем Атăлçи федераллă округра компьютер технологийĕсемпе усă курассипе лидерсен йышĕнче шутланаççĕ. Республикăри библиотекăсенче электронлă база даннăйсем, 2009 çулхипе танлаштарсан, 2010 çулхи калăпăшĕ 301 пин ытла ÿснĕ, вăл 2 миллион та 723 пинпе танлашнă. Электронлă каталога музейра упранакан япаласене кĕртессин калăпăшĕ 111,2 пинпе танлашнă (тĕп фондăн 50 проценчĕ пулать). Раççейпе илес пулсан ку кăтарту 32,1 процентпа танлашать. Эпир нацин электронлă мультимедиа коллекцине тума палăртатпăр. Çакă илемлĕ цифрăсен пуххишĕн маррине палăртса калатăп. Тĕп тĕллев - çынсем май пур таран театрсене çÿреме, искусство произведенийĕсемпе киленме, культура çурчĕсене пуçтарăнма, творчествăлла çитĕнÿсем тума пултарччăр тесе тăрăшатпăр.