АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк

18 октября 2011 г.

Патшалăх пулăшу пани кашни çамрăк çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ. Амăшĕн çемье капиталĕн сертификачĕ кил-çурт условийĕсене лайăхлатма, хваттер туянма, ачисене вĕрентме, кредитшăн тÿлесе татма май парать.

Тăватă çул хушшинче пирĕн районта амăшĕн çемье капиталĕн сертификатне 746 çын илнĕ. Паянхи кун ун калăпăшĕ - 365 698 тенкĕ. Çак суммăпа ытларах чухне çамрăк мăшăрсем кредитшăн тÿлесе татма усă кураççĕ, кăçал 63 заявлени тăратнă. Хваттер туянма 13, вĕренме - 2, çурт тума - 5, пÿрте реконструкцилеме 4 заявлени панă, компенсаци 4 çын илнĕ.

Ачасем çуралнă май кунран-кун çемье капиталĕн сертификатне илекенсен йышĕ ÿссе пырать. РФ пенси фончĕн районти управленийĕнче пĕчĕк уяв пулса иртрĕ, икĕ ача çуратнă амăшĕсене çемье капиталĕн сертификатне пачĕç. Ăна поселокра пурăнакан И.Миловановапа Т.Николаева, Арапуçĕнчи Л.Петрова, Пинерти Л.Петрова тивĕçрĕç. Çак савăнăçлă пулăмпа вĕсене район пуçлăхĕ В.Павлов саламларĕ. «Паян сирĕншĕн хăйне евĕр пĕчĕк уяв, эсир çемье капиталĕн сертификатне илетĕр. Унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, çак пулăшупа вырăнлă та кирлĕ пек усă курăр. Ачăрсем сывă çитĕнччĕр, сирĕн килте ăшă та хăтлă пултăр», - терĕ Вячеслав Федорович. Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г.Усков тата Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев та ырă сăмахсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика