АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулли ялан хисепре

14 октября 2011 г.

«Çынна сăмахĕпе мар, ĕçĕпе хаклаççĕ», - текен сăмахсем Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Владимир Данилович Николаева тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл тăвакан ĕçсем чăннипех хисепе тивĕçлĕ.

1951 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Данил Николаевичпа Фекла Ивановна Николаевсен йышлă ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухсан виçĕ çул Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăрать. 1977 çулхи сентябрьтен пурнăç çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренсе пĕтерсе диплома алла илнĕ хыççăн Мăнçырмари вăтам шкулта рисовани, черчени, ĕç урокĕсем ирттерме пуçлать.

Аслă категориллĕ учитель, ертÿçĕ В.Николаев 1985 çулхи январьтен пуçласа паянхи кунчченех Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çÿллĕ шайра ертсе пырать. Вăл ĕçре хăйне тивĕçлĕ шайра тытнипе, тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе, коллективпа ĕçлеме пĕлнипе палăрса тăрать. Ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе обществăлла ĕçпе тачă çыхăнтарса туса пырать. Çаксем пурте пысăк çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ, çавăншăнах ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем ăна хисеплеççĕ.

Шкул тĕрлĕ конкурссене, проектсене хутшăнса тунă çитĕнÿсенче директорăн тÿпи питĕ пысăк. Мăнçырма шкулĕ «Ресурс центрĕ» ята тивĕçнĕ май, 2004 çулта МБРР (Международный банк реконструкции и развития) проекта хутшăнса 3,6 млн тенкĕлĕх шкул çĕнелчĕ: сĕтел-пукан, вĕренÿ тата спорт хатĕрĕсем, компьютер техники, столовăй оборудованийĕ туянма, классем юсама май килчĕ. 2006 çулта «Чăваш Президенчĕн гранчĕ» конкурса хутшăнса шкул 200 пин тенкĕ çĕнсе илчĕ. Ку укçа та пĕтĕмпех ачасене вĕренÿре тата спортра усă курма кирлĕ япаласем туянма пулăшрĕ.

Владимир Даниловичăн ĕçне кура ăна тивĕçлипех хаклаççĕ. 1990 çулта РФ «Халăха вĕрентес çутĕç отличникĕ», 1997 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Нумай çул хушши çитĕнекен ăрăва вĕрентсе тĕрĕс воспитани панăшăн, обществăлла ĕçсенчи хастарлăхшăн 2005 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ĕçри нумай енлĕ çитĕнĕвĕсемшĕн патшалăхăн тĕрлĕ ведомствисем парса чысланă Хисеп грамотисем те нумай упранаççĕ унăн. Çав шутра чиркĕве çĕклеме пулăшнăшăн унăн ырă ĕçĕсене шута хурса, район историйĕнче пĕрремĕш хут, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава панă Хисеп грамоти те пур. Республикăра ирттерекен «Наставник-2009» конкурсра та вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1993-2010 çулсенче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă ăна, хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн депутачĕн тивĕçĕсене те чыслăн, кирлĕ шайра пурнăçласа пырать. 2010 çулта Владимир Данилович «Мăнçырма ялĕн хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ. Вĕри чĕреллĕ, тăрăшуллă пулнăшăн, çын хуйхи-суйхине ăнланса унпа пĕрле пайлама пĕлнĕшĕн пирĕншĕн пуриншĕн те вăл ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика