АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿрев пуçланчĕ

14 октября 2011 г.

Учителĕн ĕçĕ йывăррине пурте пĕлетпĕр. Вĕсен ачасене тарăн пĕлÿ памалла, хăйсен професси ăсталăхне ÿстермелле, пĕр-пĕрин патне опытпа паллашма çÿремелле. Çак вĕренÿ çулĕнче географи вĕрентекенĕсем Чулкас, Мăнçырма тата Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ шкулсене çитсе курма палăртнă. Нумаях пулмасть эпир, географи вĕрентекенĕсем, Чулкас шкулĕнче пултăмăр. Пирĕнпе пĕрле район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ З.Пуклакова пычĕ. Кунта пуçтарăнсан эпир тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврăмăр. Хальхи вăхăтра географи науки улшăнса пырать. Географи вĕрентекенĕ умне те çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ. Çапах та тĕп тĕллев вăл - ачасене çĕршыва юрăхлă çын тăвасси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси. Географи предметне юратса вĕренччĕр тесе кашни учитель класс тулашĕнчи мероприятие интереслĕ ирттерме тăрăшать. Кун пирки Ю.Гурьева каласа пачĕ. Ачасем хальхи вăхăтра çак предметпа экзамен сахаллăн тытаççĕ. Мĕншĕн тесен нумай вĕренÿ заведенийĕнче географи предмечĕпе экзамен çук. Кун çинчен тĕплĕнрех Ю.Прокопьева чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл ачасем патшалăх экзаменне тытнă чух тăвакан йăнăшсем çинчен каласа пачĕ.

Юлашкинчен С.Агапов «Вырăнта тĕрĕс çул-йĕр тупасси» темăпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Ачасем план тăрăх тĕрлĕ пăтăрмахсем урлă кирлĕ вырăна кайса килчĕç. Çак мероприяти пурне те питĕ килĕшрĕ. Географсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи «çул çÿревĕ» пуçланчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика