14 октября 2011 г.
РФ Президенчĕн Д.Медведевăн Указĕпе килĕшÿллĕн октябрĕн 1-мĕшĕнче çар ретне илес енĕпе кĕрхи призыв пуçланчĕ. Ку кампанире Раççейри 136 пин яш тăван çĕршыва сыхлама тăмалла. Пирĕн районта кĕрхи призыв епле пынипе ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕпе М.Пуклаковпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Михаил Анатольевич, кĕрхи призыв мĕнле ĕçсенчен пуçланчĕ?
- Чи малтанах призыв комиссийĕ йĕркеленĕ, унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. Комисси йышне вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем, врачсем, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем, полици сотрудникĕсем тата çар комиссариачĕн представителĕсем кĕнĕ. Хальхи вăхăтра çамрăк каччăсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ, вĕсене сывлăх сыхлавĕнчи пур специалист тĕплĕн пăхать.
- Ку кампанире миçе каччă çар ретне тăрĕ?
- Çурхи призывра 150 каччă салтак атти тăхăннă пулсан, ку кампанире 70 çамрăк çар ретне тăмалла. Вĕсен йышĕнче 18-20 çултисем, аслă пĕлÿ илнисем те пур, техникумран вĕренсе тухнисем те сахал мар. Пулас салтаксем ытларах поселокра, Арапуçпа Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурăнаççĕ. Кĕрхи призывра та йăлана кĕнĕ пекех çамрăксене çывăхри çар чаçĕсене вырнаçтарĕç, РФ Президенчĕн полкне 2 яш каймалла. «Хĕрÿ» вырăнсене ямаççĕ.
- Отсрочкăпа юлакансем чылай-и, камсем салтак аттине тăхăнмаççĕ?
- Отсрочкăсен шутне чакарнипе çара каякансем нумайланнă, çапах та аслă вĕренÿ заведенисенче, 9 класс хыççăн техникумсемпе училищĕсенче вĕренекенсене, полиципе пушар чаçĕсенче ĕçлекенсене салтака илсе каймаççĕ тата çемьери лару-тăрăва пула юлакансем те пур. Паллах, вĕсем отсрочкăпа вăхăтлăха кăна усă курма пултараççĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ çамрăксем техникумсемпе училищĕсене вĕренме кĕрсен, вĕсен нимле отсрочка та пулмасть. Çавăнпа та каччăсен çак уйрăмлăха шута илмелле. Сывлăх начар пулнипе юлакансем те сахал мар, призывниксен пĕтĕмĕшле шутĕнчен вĕсем 30-35 процентпа танлашаççĕ. Ытларах çамрăксем вар-хырăмпа чĕре чирĕсемпе, çурăм шăмми кукăрăлнипе, ура тупанĕ тÿрĕ пулнипе (плоскостопи), юн пусăмĕ пысăккипе тата психика енчен çитменлĕхсем пулнипе аптраççĕ. Отсрочка парассине вара призыв комиссийĕ кăна татса пама пултарать.
- Пĕлтĕрхи çĕнĕлĕхсем çаплипех сыхланса юлнă-и?
- Ку енĕпе лару-тăру улшăнман, пĕлтĕрхи пекех пулас салтаксене Канашри призыв пунктĕнче çар тумĕ тăхăнтараççĕ, вĕри апат çитереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ призыв комиссийĕн ларăвĕсене хутшăнма пултарать, ачисене салтака ăçта ярасси пирки интересленме, служба вырăнне çитиех ăсатса яма ирĕк пур. Çамрăкăн хăш çарта службăра тăрас килнине те шута илеççĕ, анчах сывлăхпа çемьери лару-тăрăва та пăхаççĕ. Çарта каччăсене унчченхи пек хуçалăх ĕçĕсене тума хутшăнтармаççĕ, хурал та тăраттармаççĕ. Вĕсене çарти чи кирлĕ задачăсене пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Хĕсметре яшсем «гражданкăра» илнĕ специалноçпах службăра тăраççĕ: ДОСААФра вĕреннисем водитель пулаççĕ, техника енĕпе профессиллĕ пĕлÿ илнисем çав сферăра тăрăшаççĕ.
- Çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсем çинчен мĕн калама пултаратăр?
- Шел те, ун пеккисем пур, çапах та унчченхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ чакнă: паянхи кун учетра тăракан 15 çамрăк салтака каяссинчен пăрăнса çÿрет. Паллах, ку енĕпе ответлăх пулмалла. Тĕслĕхрен, пĕр каччă сывлăх енĕпе çар ретне тăма тивĕçлĕ мар пулин те Канаша кайса комисси витĕр тухаймасть. Вĕсене хăйсен тивĕçне пурнăçламасан судпа айăплаççĕ, çар комиссариатне вăхăтра е пачах килмесен административлă штраф параççĕ. Кăçал судпа айăпланнисем пулман, 5 çынна вара штрафланă.
- Хăй ирĕкĕпе тата контрактпа çара каяс текенсем пур-и?
- Кун пеккисем те çук мар. Хăшĕ-пĕрисем, отсрочка пур пулин те, ыйтса çырса салтак аттине тăхăнаççĕ. Палăртма кăмăллă: кĕрхи призывра спортпа туслă каччăсем - спорт мастерĕн кандидачĕсем - çар ретне тăрĕç. Контрактпа каяс текенсем те пур, тĕслĕхрен, кăçал 19 каччă службăра тăрать. Хăш-пĕрисене сержант шкулне вĕренме яратпăр.
- Кĕрхи призыв мĕнле уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать?
- Паллах, пулас салтаксем сывă тата вĕсен пĕлÿ шайĕ çителĕклĕ пулни пĕлтерĕшлĕ.